Комментари хушас

14 Кăрлач, 2021

«Чăвашкино» директорне суйлĕç

«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электрон документаци архивĕ» бюджет учрежденийĕ валли директор шыраççĕ.

Асăннă предприятин унчченхи пуçлăхне Андрей Абдюшева нумаях пулмасть ĕçрен кăларнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви конкурс ирттерессине пĕлтернĕ. Тилхепене тытас ĕмĕтлĕ кандидатăн аслă пĕлÿллĕ пулмалла, культура енĕпе е кинопрокат ĕçĕнчи ертсе пыракан должноçсенче ĕçленĕ опыт 5 çултан кая мар кирлĕ.

Конкурса хутшăнас текенсен заявленийĕсене кăрлачăн 12-мĕшĕнче йышăнма пуçланă, вĕсене çак уйăхăн 26-мĕшĕччен пухĕç.

Сăмах май каласан, республикăн Культура министерстви хăйĕн тытăмĕнчи тепĕр икĕ организацин ертÿçисем валли кадр резервне хатĕрлесси пирки те пĕлтернĕ. Кунта сăмах Л.Н. Толстой ячĕллĕ республикăн ятарлă библиотеки тата Патшалăхăн истори архивĕ пирки пырать.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.

Рубрика: