Комментари хушас

4 Нарăс, 2021

Кирек епле сăнара та ун валлиех çырнă тейĕн…

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултаруллă артисчĕсенчен пĕри Николай Сергеев 60 çул тултарчĕ.

Театра çӳрекенсем тахçанах асăрханă ĕнтĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев вылама пултарайман роль çук. Кирек хăш сăнар та ун валли тейĕн. Çут çанталăк панă талантне вăл тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе çирĕплетсе, вăйлатса пырать. Сăнар мĕскĕн-и е вĕçкĕн куштан-и, юратупа çунаканскер-и е терт-нушара асапланаканскер-и — пурне те вăл чуна пырса тивмелле ăста калăплать. Çавна май унăн ĕçĕсем темиçе хут пăхсан та йăлăхтармаççĕ, тата та тата хăйсем патне туртаççĕ, илĕртеççĕ. Николай Сергеев сцена çинче чун кĕртнĕ Çтаппан /«Ялта»/, Вано Пантеашвили кнеç /«Ханума»/, Сентиер /«Айдар»/, Алмазов /«Салампи»/ тата ытти вун-вун сăнар куракан асĕнче ĕмĕрлĕх тăрса юлĕç.

Паян театрта пултаруллă артистăн юбилей каçне ирттерчĕ. Николай Сергеев куракансен умне «Юратăва çул парăр» камитпе савăнтарчĕ. Николай Сергеев 1961 çулта Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче çуралнă. Чăваш театрĕнче вăл 1983 çулта Мускавран М.Щепкин ячĕллĕ тетар училищинчен вĕренсе килнĕ хыççăн ĕçлеме пуçланă.

 www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: