Комментари хушас

12 Нарăс, 2021

Çивĕч ыйтусем калаçу шайĕнче кăна ан юлччăр

Эрнекун Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче канаш Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕ.

Канаш председателĕ Анатолий Аксаков пухăннисене лайăххи пирки — сахалрах, çитменлĕхсем çинчен ытларах калаçма сĕнчĕ пулин те хăшĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çак шайра мăнаçланмалли меллĕ самантпа туллин усă курас терĕç ахăр — лару икĕ сехет ытла тăсăлчĕ. Эпир вĕсенчен тĕслĕх илмĕпĕр — çивĕч темăсем çинче чарăнса тăрăпăр.

Малтанах икĕ районти лару-тăрăва экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хакларĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, вак суту-илӳ чакнă, ĕçсĕрлĕх те самай пысăк. Промышленноç продукцине тиесе ăсатасси ӳснĕ пулин те унăн республика шайĕнчи тӳпи ытла та пĕчĕк — 0,4% кăна. Çакă та — тĕпрен илсен «Марпосадкабель» завод ĕçĕ. Тиесе ăсатнă 880 миллион тенкĕлĕх продукцирен 863 миллионĕшĕн çак предприятие тав тумалла. Федераци сечĕсен лавккисенче республикăра туса кăларнă ĕçме-çиме сахал.

Тепĕр тесен, ку ыйтусем нумай районшăн кăтартуллă теме те пулать. Çав шутра — Шупашкар районĕшĕн те. Калăпăр, Кӳкеç халь пурăнмалли нумай хутлă çуртсем тăвас тĕлĕшпе те илĕртӳллĕ, анчах район çак майсемпе хальлĕхе туллин усă курмасть-ха.

Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев плансемпе паллаштарчĕ: вĕсем пысăк — туризма аталантарассинчен пуçласа Сĕнтĕрвăрринче пысăк çĕнĕ шкул тăвасси таран. Çулсем те тивĕçтеремеççĕ — пысăк пайĕ стандартсен картине кĕмест. Паллах, республика пулăшмасăр мĕн пур ĕçе пурнăçлама хĕн. Апла пулин те район влаçĕ татса памаллисем те çук мар иккен.

Хайхи «Марпосадкабель» ертӳçи сăмах илчĕ те — завод хăйĕн хăвачĕсене ӳстерсе пынине çирĕплетрĕ. Анчах кадрсем çитмеççĕ-мĕн. Çавăнпа Çĕнĕ Шупашкартан та ĕçлеме çӳреççĕ. Пĕрлех республика тулашĕнчен чĕннĕ специалист та чылай. Районта пурăнса унтах ĕçлекенсем пулни аван ĕнтĕ. Çавăнпа директор республика шайĕнчех промышленноç предприятийĕсен ĕçченĕсем валли ипотека программи хатĕрлени вырăнлă тесе шутлать — ку енĕпе пуçару тума ыйтрĕ.

Чăннипе вара çĕннине шухăшласа кăларни кирлĕ те мар иккен. Кунашкал программа пур — ялсене комплекслă майпа аталантармаллискер. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район ертӳçисене тӳррĕн ӳпкелерĕ: вырăнта влаçсемпе производство предприятийĕсен хушшинче çыхăну хавшакки куç кĕрет. Комплекслă строительство проекчĕсем кирлĕ тесе мĕн чухлĕ каламан пуль — сĕнӳсем çук. Çав программăна хутшăнсан хайхи территорисенче çĕклемелли пурăнмалли çурт-йĕре проектласси те тӳлевсĕр — çук, усă курмаççĕ. Тепĕр енчен, халь ял ипотеки ĕçлет. Пĕлтĕр миллиард тенкĕ ытла кредит валеçнĕ. Министр шучĕпе, çак виçене 2 миллиард тенкĕ те тума май пулнă, анчах районсенче çав укçапа туянмашкăн çурт-йĕр çукпа пĕрех.

www.hypar.ru
 

Рубрика: