Комментари хушас

12 Нарăс, 2021

Пуш уйăхĕнче хваттерлĕ пулĕç-ши?

Шупашкарти Энергетиксен урамĕнчи 6-мĕш çурта 2018 çултах хута ямалла пулнă. «Грандстрой» застройщик тума пуçланă объекта пайçăсем укçа хывнă. Предприяти ертÿçи пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çуртри ĕçсене вĕçлеме шантарнă, анчах лав вырăнтан тапранман.

Паян Чăваш Ен Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕ Евгений Ортиков, «Грандстрой» тĕп директорĕ Наталья Гридасова «Хĕрлĕ парăс» çурт-йĕр комплексăн пайçисемпе тĕл пулчĕç. Наталья Ивановна строительство уксахланин сăлтавне уçăмлатрĕ.

 — Паянхи кун тĕлне çуртри ĕçсен 98 процентне вĕçленĕ темелле. Çывăх вăхăтра радиаторсем вырнаçтарăпăр. Пуш уйăхĕнче хваттер уççисене пама палăртатпăр. Территорие çанталăк ăшăтсан хăтлăлатăпăр, — шантарчĕ застройщик. Пайçăсем ăна иккĕленсе итлерĕç, кăмăлсăрланнине пытармарĕç. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи тĕлпулура та çак сăмахсем янăранă иккен. Темиçе çул кĕтекенсерсем тарăхсах çитнĕ. Прокуратура ĕçченĕ пухăннисене лăплантарчĕ — лару-тăрăва куçран вĕçертмĕç, застройщикĕн пуçăннă ĕçе вĕçне çитермеллех.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: