Комментари хушас

15 Нарăс, 2021

Çамрăксен театрĕнче – юбилейсем

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче юбилей хыççăн юбилей паллă тăваççĕ.

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш халăх артистки Лидия Красова /Назарова/ 70 çулхи юбилейне куракансемпе пĕрле уявларĕ. Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнче çуралнăскер Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Юбилей каçĕнче вăл тăван театрта «Юрату пурах иккен» камитри Татьяна рольне калăпланă.

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов (сăн ÿкерчĕкре) 70 çулхи юбилейне уявлĕ. Сумлă юбилей умĕн артист çĕнĕ рольпе – «Манăçми туйăмсем» камитри Спиридон сăнарĕпе – сцена çине тухĕ. Пьеса авторĕ тата спектакле лартаканĕ – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Оринов. Премьера нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче пулĕ. Ăна Василий Павловăн юбилейне халаллĕç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Сеспель.рф сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: