Комментари хушас

18 Нарăс, 2021

Тантăш № 6 (4725) 18.02.2021

«Манăн тăвансем те Çĕнтерĕве çывхартнă»

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа Шупашкарти 19-мĕш шкулта «Сăр чикки. Асра тыт. Пĕл. Ан ман» патриотизм сехечĕ иртрĕ. Шкул ачисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсен курăмлă ĕçĕ çинчен тепĕр хут аса илтермелли мероприяти пулчĕ ку.

45 кунра – 380 километр окоп

Çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм халăх кар тăнă. Ар çынсем алла пăшал тытса çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ачасем тылра паттăрлăх кăтартнă. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса 1942 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕччен чавнă. Архиври документсем тăрăх, унта 170 пин ытла çын вăй хунă. Çак чикĕсем тăшмана Хусан, Куйбышев, Чĕмпĕр хулисем патне çывхарма чарас тĕллевпе кирлĕ пулнă. Окоп чавма 17 çултан аслăраххисене явăçтарма палăртнă, анчах пачах урăхла пулса тухнă. 15-16 çулсенчи ачасемех йывăр ĕçе кӳлĕннĕ. 40 градус шартлама сивĕ тăнине пăхмасăр тыл ĕçченĕсем 5 миллион кубла метр шăннă тăпра кăларнă. Чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă хӳтĕлев чиккисене тăвакансем, 45 кунра 380 километр окоп чавнă.

Чăваш Ен историйĕнче курăмлă йĕр хăварнă пулăмсемпе ачасем композици урлă паллаштарчĕç. Акă, 15 çулти Светлана амăшĕ вырăнне окоп чавма каять, тар тăкса шăннă тăпра кăлараканскер чирлесе ӳкет. Ӳт температури ӳснине те, ӳслĕк аптăратнине те пăхмасть вăл, алăран кĕреçе вĕçертменскер тăн çухатнипе шăннă çĕр çине персе анать. 16-ри Алеша вара çул çитменнине пăхмасăрах хăйне фронта яма ӳкĕтлет. Ыйтăвне тивĕçтерменнине кура çĕршывшăн усăллă пулас тесе вăрман касма каять. Унăн аллинчех ӳпке шыçнипе асапланакан юлташĕ вилет. Ун пек ачасем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Вĕренекенсем çак йывăрлăхсем пирки 1-мĕш сăпатран чуна витермелле каласа пачĕç.

Ура пÿрнисене тăм илтернĕ

11-мĕш класра ăс пухакан Кирилл Алексеев хăйĕн çывăх çыннисен ĕç паттăрлăхне тĕпчесе презентаци хатĕрленĕ. Вăл унпа республика шайĕнчи видеороликсен конкурсĕнче те мала тухнă.

— 2021 çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнине пĕлсен вĕсен йышĕнче манăн тăвансем те пулма пултарнине шухăшласа илтĕм, асатте патне пытăм. Вăл тăвансенчен виççĕшĕ окоп чавма тата вăрман касма хутшăнни çинчен каласа пачĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦    ♦     ♦


Мы растим будущих солдат

Каждый год с 23 января по 23 февраля в Чувашской Республике проводится месячник оборонно-массовой и спортивной работы, направленный на военно-патриотическое воспитание, повышение качества подготовки призывной и допризывной молодежи к военной службе. И этот год не стал исключением.

В Доме детского и юношеского творчества состоялся смотр-конкурс юнармейских отделений общеобразовательных организаций в категории «Юный патриот». За кубок местного штаба ВВПОД «Юнармия», посвященный трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей, соревновались учащиеся 3-5-х классов. <...>

Надежда ИЛЬИЧЕВА, учитель начальных классов. Чебоксары, 24-я школа.

♦    ♦     ♦


Воин-интернационалист

Афганская война вошла в тысячи семей потерей близких и родных. Смерть уносила из рядов живых воинов-интернационалистов одного за другим. Там, среди гор, отдали свои жизни солдаты и офицеры. А ведь они были чьими-то сыновьями, братьями, мужьями.

Моя бабушка, Любовь Старшинова, уроженка Чувашии, приехала в Челно-Вершинский район Самарской области после окончания техникума, куда ее распределили на должность инженера-землеустроителя. Здесь она и познакомилась с дедушкой — Дмитрием Яковлевичем, и вышла за него замуж. В браке появился их первенец Владимир. Он родился 7 марта 1958 года в селе Верхние Карабаши Марпосадского района Чувашской Республики.

Дядя Володя учился на «4» и «5», был старостой класса. Стать военным он мечтал еще в детстве. Интересовался прыжками с парашютом и рукопашным боем. Смотрел военные фильмы, читал литературу. Он твердо решил, что его будущая профессия – защищать родину. Когда учился в 4-м классе, дядя Володя решил сделать себе парашют и прыгнуть с ним. Без чьей-либо помощи ему удалось за несколько дней сделать задуманное из обычной простыни. Радостный он побежал на крышу дома, чтобы спрыгнуть. Но вот беда, парашют не раскрылся, а дядя очень сильно ободрал себе спину. Про свою боль он никому не рассказывал, терпел. Мама заметила, что ее сын прихрамывает, и ему пришлось рассказать про свой неудачный прыжок. Но своего решения он не изменил. «У меня будет настоящий парашют, я буду военным», – пообещал он тогда себе.

После окончания школы Вла димир Старшинов отслужил год в рядах армии, а потом, не раздумывая, поступил в Рязанское высшее воздушно-десантное училище. <...>

Елена ГУРА. Самарская область, село Челно-Вершины.

♦    ♦     ♦


Участвовала в показе

Ученица гимназии №1 города Чебоксары Арина АВКСЕНТЬЕВА приняла участие в специальном показе «Грани мира» от организаторов Главной детской недели моды «KIDS FASHION WEEK» в Москве. Мероприятие проходило в рамках lll Всероссийской выставки-ярмарки народных промыслов, художников и дизайнеров «РусьАртСтиль».

Дети – модели из различных регионов России – представили богатую палитру своих национальных костюмов. Среди участников были представители таких городов, как Чебоксары (Чувашия), Нальчик (Кабардино-Балкария), Волгоград, Минеральные Воды и др. Таким образом, на показе предстала вся модная Россия в ее этническом и культурном многообразии.

♦    ♦     ♦


Шартлама сивĕ каç

2021 çула Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак чикĕсен тăршшĕ 380 километр. Пурĕ 5 миллион кубла метр çĕр чавнă. Сăр çинчи хӳтĕлев сооруженийĕсене тума Шăмăршă районĕнчен 3 пин ытла çын хутшăннă.

Пирĕн Карапай Шăмăршă ялĕнчен унта чылай хĕрарăм кайнă. Манăн мăн асатте, Пантелеймон Елисеев, окоп чавман, анчах çак пулăм пиркиех пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче, конюхра ĕçлекенскер, Улатăр тăрăхĕнче вăй хуракансене апат леçме лашапа çула тухнă. Мăн асатте ку çул-йĕре лайăх пĕлнĕ, мĕншĕн тесен унта пĕрре кăна кайман. Окоп чавакансене вырăнта тӳлевлĕ çитернĕ. Çавна май вĕсен тăванĕсем, çемйисем ăшă чăлха, çĕнĕ çăпата, апат-çимĕç пуçтарса мăн асатте патне илсе пынă. Çавăн пекех тата колхозран кашни çын пуçне кăштах кĕрпе, çăнăх панă. Çак пурлăха мăн асаттен окоп чавакансем патне илсе çитермеллле пулнă. Ун чухне кунсем сивĕ тăнă, 40-45 градус таранах.

Çавнашкал шартламара та инçе çула тухма шикленмен мăн асатте. Вăл апат-çимĕçе окоп чавакансем патне аванах илсе çитернĕ. Кăштах канса илнĕ хыççăн каялла таврăнма тухнă. Лаши ывăннăран мăн асаттен вăрман варринче çĕр каçма тивнĕ. Çийĕнчи чаппанĕпе лашине витнĕ. Хăй вара кĕрĕкпе юлнă. Кивĕскер ăшă тытман ĕнтĕ. Лаша йĕри-тавра уткаласа-чупкаласа çӳрени те пулăшман, сивĕ çанталăка пула витĕр шăннă. «Вут чĕртме май килмен-шим?» — ыйтрăм асаттерен. Мăн асатте нихăçан та пирус туртманнине, унăн шăрпăк тавраш пулманнине пĕлтерчĕ.

Тепĕр кун килне çитнĕ мăн асатте. Ӳт-пĕвĕ çунтарма тытăннă. Ун чухне тухтăрсем те пулман. Эмел пирки каламалли те çук. Çавăнпа халăх меслечĕпе сиплеме пуçланă: вĕри мунчара тарлаттарнă. Усси ытлах пулман. Мăн асаттен амăшĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт хĕрĕ пулнă. Вăл унта фельдшер пурри çинчен илтнĕ. Тăван ялне çуранах кайнă, тухтăра илсе килнĕ. Итлесе пăхнă хыççăн мăн асаттен ӳпки икĕ енĕпе те шыçнине пĕлтернĕ. Сыватма май çуккине амăшне вăрттăн пĕлтернĕ, хăйне систермен. Йывăр чирлĕ мăн асатте тухтăра тархасланă: «Тархасшăн, мана сыватма тăрăш, ахаль тумăп, кĕрĕке парăп», — тенĕ çакăнса тăракан тумтирĕ çине кăтартса. — Манăн пилĕк ача, пĕри тепринчен пĕчĕк». «Çук, хăвнах кирлĕ пулать, чĕрĕлетĕн ак», — лăплантарнă фельдшер. <...>

Максим ЕЛИСЕЕВ, 11-мĕш класс. Шăмăршă районĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕ.

♦    ♦     ♦


Манăн пичче – летчик

Манăн пичче Гриша ятлă. Халĕ вăл Урал тăрăхĕнче çар авиацинче службăра тăрать, «Ми-8» вертолетпа вĕçет. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, кирек хăш самантра та тăван çĕршыва хӳтĕлеме хатĕр. Эпир ăна ĕненетпĕр, шанатпăр тата юрататпăр.

Пичче Сызрань хулинче вертолетчике вĕреннĕ. «Летчик профессийĕ — чи кăткăссисенчен пĕри. Унăн, паллах, çӳллĕшрен хăрамалла мар тата йывăр самантсенче хăй çине яваплăх илме пĕлмелле, тĕрĕс йышăну тумалла», — тет вăл.

Çирĕм икĕ çулти лейтенант тăван чĕлхене юратать, мана та чăвашла калаçма хистет. Канма килсен телевизорпа тата радиопа тăван чĕлхепе янăракан кăларăмсене савăнсах пăхать, итлет. Аякра чухне пушă вăхăта усăллă ирттерес тесе чăвашла кĕнекесем вулать, вĕсене ятарласа кунтан илсе каять.

Гриша ватă çынсене хисеплет. Кукаçи пирки час-часах ыйтса пĕлет, уявсенче ăна саламлама манмасть. Отпускра чухне те ун патне кайса килет. Аттепе аннене яланах тав тăвать. Инçетре чухне кил ăшшишĕн тунсăхланине пĕлтерет пичче. «Тăван тăрăха хăвăртрах таврăнас килет, аса илетĕп те чун савăнать», — тесе çырать вăл. <...>

Арсений ПЛЕТКИН. Комсомольски районĕ, Нĕркеç шкулĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.