Комментари хушас

19 Нарăс, 2021

Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмасан пĕр-пĕрне чир ерет

Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, лару-тăру ырă енне улшăннă, чирлекенсен шучĕ чакнă, çапах вăл хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма манмалла марри пирки асăрхаттарчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта 1113 çын сипленет, вĕсенчен 25-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 3738 çын килте сипленет, чирлекенсене эмелсемпе тивĕçтернĕ. Медиксене пулăшмашкăн 97 волонтера тата 111 ординатора явăçтарнă. Санаторисенче 214 çын сиплев курсĕ илет», — терĕ Владимир Геннадьевич. Шупашкарти клиника центрĕн тата васкавлă медпулăшу паракан больницăн стационарĕсем коронавируслисене йышăнма пăрахнă, вĕсем унчченхи режимпа ĕçлеме пуçлĕç.

Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 17 пин ытла çын тутарнă. Тĕрлĕ вырăнта вакцинаци тумалли 41 пункт йĕркеленĕ тата 5 мобильлĕ ушкăн ĕçе пуçăннă. Прививка тутарас текенсем, информполитика министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, 122 телефон номерĕпе тата патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ытларах çырăнаççĕ. Калăпăр, юлашки кунсенче кунашкал 2000 ытла заявка тăратнă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Прокопьева каланă тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ пирĕн республикăра 14 процент чакнă, чир 60 çултан аслăраххисене уйрăмах ураран ӳкерет. Çав вăхăтрах Шупашкар хулисĕр пуçне, Пăрачкав, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче чирлекенсен йышĕ ӳснĕ. Акă Пăрачкаври пĕр садикре ĕçлекен хĕрарăмăн мăшăрĕ, Мускавран ĕçлесе таврăннăскер, арăмне чир ертнĕ, лешĕ сунасланă пулин те ĕçе кайнă — ĕçтешĕсене чирлеттернĕ.

Алла Салаева вице-премьер вĕренӳ учрежденийĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Коронавируса пула 10 шкулти 11 класс, колледж-техникумри 3 ушкăн дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, Куславкка районĕнчи пĕр садике карантина хупнă», — терĕ Алла Леонидовна. Вăлах мобильлĕ ушкăнсем çинчен каласа кăтартрĕ. 223 ушкăн икĕ эрнере суту-илӳ, общество апатланăвĕн тата транспорт объекчĕсене тĕрĕслесе 167 протокол çырнă. Ку енĕпе Шупашкар, Вăрмар, Комсомольски, Элĕк районĕсенчи тĕрĕслевçĕсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ.

Ларура çавăн пекех культура, спорт учрежденийĕсене куракансен йышне пысăклатма /70 процент таран/ ирĕк пачĕç, унсăр пуçне 16 çула çитменнисен суту-илӳ центрĕсенче ашшĕ-амăшĕсĕрех çӳреме юрать.

www.hypar.ru
 

Рубрика: