Комментари хушас

24 Нарăс, 2021

Пысăк тӳлев те çăлăнăç мар

Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăларнă 457-мĕш йышăнăвне «тӳрлетесси» тавлаштармарĕ. Кун пирки Чăваш Ен Правительствин черетлĕ ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

Экономика аталанăвĕн министерствин «Чăваштехинвентаризаци» учрежденийĕ объектсен кадастр хакне палăртмашкăн массăллă хаклав мелĕпе усă курнă иккен — объектсене уйрăмлăхĕсене шута илмен. Ларура çак йăнăша тӳрлетрĕç. Дмитрий Краснов министр каланă тăрăх, хак улшăнăвĕ 153 объекта пырса тивмелле, вĕсен кадастр хакĕ 35% йӳнелĕ.

Строительство министрĕ Александр Героев республикăн нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха юсамалли программи валли регион операторĕ 2021 çулта тăкакламалли укçа виçине çирĕплетес ыйтупа сăмах илчĕ. Хваттерсен хуçисенчен мĕн чухлĕ укçа пухăнассин прогнозне тĕпе хурса çак виçене 1,072 миллиард текне яхăн палăртнă. Çав шутра — иртнĕ çул усă курмасăр юлнă 362 миллион тенкĕ. Министр шучĕпе, çак укçа çителĕксĕр — капиталлă юсав валли çынсенчен пухакан виçене пысăклатма тивĕ.

Олег Николаев вара тӳлеве пысăклатни кăна ыйтăва татса параймассине палăртрĕ. Капиталлă юсав фондĕнчен нумай хваттерлĕ çуртсем пăрахса кайни палăрать — 76 çурт ятарлă шутсем çине куçнă. Çак процесс, Олег Алексеевич шучĕпе, вăй илсе кăна пырĕ. Фонда укçа хывакан çынсен шучĕ чакать, фондра кивĕ çуртсем ытларах юласси куçкĕрет — вĕсене юсамашкăн çынсенчен ытларах та ытларах укçа пухнипе йывăрлăхран тухаймăпăр. «Ăçта хĕрлĕ çутă çутма пултарассине пирĕн маларахах пĕлсе тăмалла, — терĕ вăл. — Паян, сăмахран, лифтсем тĕлĕшпе ĕç-пуç çивĕч. Пирĕн мĕнле мерăсем йышăнмаллине ăнланмалла, çивĕчлĕхе сирмелли тĕрлĕ майпа туллин усă курмалла».

www.hypar.ru