Комментари хушас

26 Нарăс, 2021

Куравра - тĕрĕсем, пуканесем

Паян Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче тĕлĕнмелле курав уçăлчĕ. Экспозицире - чăваш тĕррисем,  наци сĕмĕпе пурнăçланă пуканесем. Авторĕ - РФ тава  тивĕçлĕ  художникĕн Мария Симаковăн вĕренекенĕ Наталия Михайлова.

Наташа çак ĕçе хулари 23-мĕш ПТУра вĕреннĕ чухне пуçăннă. Халĕ вăл Питĕрте ĕçлесе пурăнать. Виçĕ ача амăшĕ унта та юратнă ĕçĕнчен уйрăлман: чăваш тĕррисене пурнăç парнеленисĕр пуçне куравсем йĕркелет, унта пурăнакан йăхташсене пирĕн пуянлăхпа паллаштарать. Акă паян Шупашкар çыннисене те савăнтарас терĕ, илемлĕ курав уçрĕ.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: