Комментари хушас

20 Ака, 2021

Çи-пуçăн та пĕлтерĕшĕ пур

Чăвашсем тĕнчери чи авалхи халăхсенчен пĕри пулнине пирĕн кăк-тымарсем тĕрлĕ нацисеннипе çыхăнниех палăртать. Çакнах культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕ те çирĕплетет.

Чăваш тĕррине кăна илер — мĕн тĕрлĕ вăрттăнлăх упранмасть-ши халăхăн çыруллă ӳнерĕнче? Çи-пуç та пуян йăхташăмăрсен. Шел, çулсем иртнĕ май кашни япалан пĕлтерĕшне уяса та пымастпăр. Хĕр-хĕрарăм туприне тишкерес тĕк хĕрачан, пĕве кĕнĕ хĕрĕн, арăм ятне илтнĕскерĕн, сумлă ӳсĕме çитнин тăхăнмалли тумтир, капăрлăх хатĕрĕ — хăйне уйрăм. Масмака качча кайнă хĕрарăм кăна çакма, тухьяна хĕр кăна тăхăнма пултарнине паянхи кун шута илекен сахал. Çавăнпа культура мероприятийĕсенче ку тĕлĕшпе тĕрлĕ ӳкерчĕк курма тивет. Кунашкал лару-тăрура йăла-йĕркене малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварасси те иккĕленӳллĕ.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ пуçарнипе «Хĕр-и е е арăм-и?» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна Маргарита Ильина редактор ертсе пычĕ. Пухăннă экспертсем чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕнче мĕнле вăрттăнлăх пытанни пирки калаçрĕç. Йăх-несĕлсен йăлипе тĕрлĕ ӳсĕмре, статусра мĕн тăхăнмаллине сӳтсе яврĕç. Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пайташĕсем, Чăваш патшалăх культура институчĕн ĕçченĕсем тĕплĕ калаçăва уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Издательство директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина çĕкленĕ ыйту çивĕчлĕхне кура асăннă калаçăва малашне тата аталантарма сĕнчĕ. Хăнасене вăхăт тупса пĕлĕвĕпе паллаштарнăшăн, шухăш-кăмăлне пĕлтернĕшĕн тав турĕ.

Çавра сĕтел çинчен тĕплĕнрех «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухакан номерĕнче вуласа пĕлме май пулать.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Видео кунта...
 

Рубрика: