Комментари хушас

21 Ака, 2021

«Хресчен сасси» 15 (2853) № 21.04.2021

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

Варкăш çилпе хир типсе пырать. Çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрӳ тапхăр пуçланнă ĕнтĕ. Кĕрхи культурăсене, нумай çул ӳсекен курăксене апатлантараççĕ. Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхоз хирĕнче техника кĕрлевĕ илтĕнет.

Хире — çĕнĕ техника

— Пĕлтĕр мартăн 16-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă. Кăçал çанталăка пула ака-суха та кая юлчĕ, — пĕлтерчĕ Николай Иванов ертӳçĕ. — Лаптăксем типнĕ май минерал удобренийĕ хывма тытăнтăмăр ĕнтĕ.

Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме хăватлă техника кирлĕ. Çавăнпа машина-трактор паркне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Çакăн валли укçа-тенкĕ самай хываççĕ. Ертӳçĕ каланă тăрăх, кăçал каллех икĕ МТЗ-922.3 трактор илнĕ. Хаклă техникăна туянма кайнă тăкакăн 40 процентне патшалăх пулăшăвĕпе саплаштарнă.

— Иртнĕ çул та тракторпа çĕр ĕçне тумалли агрегатсем 8 млн тенкĕлĕх илтĕмĕр. Тăкака тавăрттарма ЧР Ял хуçалăх министерствине документсем тăратрăмăр. Пире 1,5 млн тенкĕ субсиди куçарчĕç. Укçа хушсан тепĕр çĕнĕ трактор туянма пулать. Аграрисене пулăшма унччен те субсиди уйăрнăха, анчах 40 процент таран тăкака саплаштарнине астумастăп.

Çăмăллăхпа чылай хуçалăх усă курма, машина-трактор паркне çĕнетме тăрăшни сисĕнет. Юлашки вăхăтра республика уй-хирĕнче хăватлă техника ытларах курăнма тытăнни çакăнпа та çыхăннă. Эпир кăçал каллех çĕнĕ агрегатсем, пысăкрах тракторсем пирки ĕмĕтленетпĕр. Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курасшăн, — палăртрĕ Николай Михайлович. — Хальхи вăхăтра колхозăн машина-трактор паркĕн 40 процентне çĕнетнĕ ĕнтĕ. Пире «хурçă ут» ытларах кирлĕ, машинăпа утăпа тырра кăна управа турттаратпăр.

Халĕ ĕлĕкхи пек мар, продукцие вырăнтанах илсе каяççĕ.

«Красный партизан» колхозра çуракине тахçанах хатĕрленме пуçланă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Ĕç пулсан ял пĕтмест»

Çĕрпӳ районĕнчи Хурамалти Валерий Краснов икĕ çул каялла çырма-çатрана ăптăр-каптăртан тасатса сад хывнă, пысăк мар предприяти уçса ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ.

Çӳп-çап купи вырăнне — сад

Улмуççи-груша хунавĕсем, чăрăшсем тарăн тымар яма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хĕвел ăшшинче папкасем те тухма тытăннă.

— Иртнĕ çул малтанхи хутчен çимĕç пачĕç. Тăватă пан улми татса çирĕм ĕнтĕ, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Валерий Геннадьевич сачĕпе паллаштарнă май.
Унччен лаптăкра ăптăр-каптăр сапаланса выртнине ĕненме те йывăр. Арканнă хуçалăхăн машинатрактор паркĕнчен тимĕр-тăмăр, ванчăк чул купи, ишĕлчĕк стенасем кăна юлнă-мĕн.

— Халăх пулăшнипе тавралăха тасатса йĕркене кĕртрĕмĕр, çӳп-çапа турттартăмăр. Пушаннă лаптăка çум курăк, йывăç-тĕм хупласа лартасран сад ĕрчетме шухăшларăм. 60 пин тенкĕлĕх улмуççи, груша хунавĕсем туянтăм, специалиста чĕнсе илтĕм. Вăл кăтартса пынипе тăватă кун лартрăмăр. Хальхинче те ял çыннисем пулăшрĕç. Хытă, чулпа хутăш тăпрана кĕреçе кĕменрен трактор арендăна илтĕмĕр. Çакна палăртмалла: 110 хунавран пурĕ 3-4-шĕ кăна хăрчĕ. Унсăр пуçне механизаторсене халалласа аллея хыврăмăр — çул хĕррипе 250 чăрăш лартрăмăр. Садри çĕр пулăхне ӳстерме, çамрăк йывăçсене апатлантарма органика удобренийĕ туянтăм, — терĕ Валерий Краснов.

Сад тавралăха — илем, хуçине вара тупăш кӳрессе иккĕленмест вăл. Малашне ытлашши çимĕçе сутма, улма-çырла сĕткенне кăларма пĕчĕк цех уçма палăртать. Сад илемлĕ те айлăм вырăнта, аслă çулпа юнашарах вырнаçнă. Çавна май кану паркĕ валли шăпах меллĕ вырăн. Унта спорт лапамĕ, мини-музей пулмалла. Лаша туянса ача-пăчана, çынсене ярăнтарма, агротуризм йĕркелеме ĕмĕтленет пайтаçă.

— Чăваш хăмлине чĕртсе тăратас шухăш та пурччĕ. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», — тенĕ. Отрасле тишкернĕ хыççăн çак ĕçе тытăнма тăхтарăм. Хуçалăхăн арканнă фермине йĕркене кĕртес шухăшран та пăрăнма тиврĕ. Ĕне выльăх ĕрчетме çĕр кирлĕ. Çĕрпӳ районĕнче ку енĕпе ыйту çивĕч тăрать, — чунри вăрттăнлăхне уçрĕ арçын.

Ĕç вырăнне йĕркелессишĕн кăна-и? Яла тирпей-илем кĕртмешкĕн хастар хутшăнать, çынсене укçан парса та пулăшать. Вăл çине тăнипех Хурамалти пĕр урамри çула асфальт тĕпренчĕкĕ сарса хытарнă. Кăçал та çакна малалла тăсасшăн. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Юрлать: ташлать «Шуçăм»

Çĕрпӳ районĕнчи Апакасси ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче «Шуçăм» ансамбль чылай çул ĕçлет. Унта тухтăр, вĕрентекен, библиотекарь, культура ĕçченĕ, ял çынни çӳрет.

Тăватă сасăпа

«Культура çуртĕнче ĕçлеме питĕ килĕшет мана, — калаçăва пуçăнчĕ Алина Максимова ертӳçĕ. — Концертсем, уявсем ирттеретпĕр, халăх курма çӳрет. Унсăр пуçне ытти яла çитсе пултарулăхпа паллаштарма тăрăшатпăр. Унта-кунта тухса çӳреме транспорт тĕлĕшпе чăрмав çук: районтан тивĕçтереççĕ, çавăн пекех Владимир Парфенов илемлĕх ертӳçин машинипе те çула тухатпăр». Алина Михайловна каланă тăрăх, «Шуçăм» ансамбле 10-12 çын çӳрет. Унăн репертуарĕнче — халăх тата эстрада юррисем. Вĕсене ташăпа илемлетме те тăрăшаççĕ сцена ăстисем. Чи кăсăкли вара — юрăсене 4 сасăпа шăрантарни. Паллах, ку йĕркене ăстасем çеç тытса пыма пултараççĕ. Çакă вара пĕрре те çăмăл мар. Ахальтен мар Владимир Степанович хăй вăхăтĕнче Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ку тăрăхра вăл пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Унсăр пуçне Владимир Парфенов хăй те юрăсем кĕвĕлет. Юрий Сементер, Георгий Хавал, Юрий Ковалев сăвăçсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Юрă илемĕ сăвăран нумай килет. Çыпăçуллăскертен çын кăмăллакан юрă çуралать. Çавна май унăн пурнăçĕ те вăрăм пулать, халăх та юратса юрлать», — терĕ вăл. Сăмах май, унăн юрри-кĕввине «Шуçăм» ансамблĕн репертуарне те кĕртнĕ.

Владимир Парфенов Йĕпреç тăрăхĕнчи Орел поселокĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче ăс пухнă. Пултаруллă çамрăка каярахпа унтах ĕçлеме хăварнă. Анчах пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе вăл Хусана çул тытнă. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ: Ленин ячĕллĕ культура керменĕнче, Строительсен культура çуртĕнче, çĕвĕç фабрикинче… Хăть ăçта вăй хурсан та хут купăсне алăран яман, пултарулăхне туптанă. Аслă пĕлӳллĕ специалист пĕр вăхăт тăван училищĕре преподавательте тăрăшнă, унтан салтака кайнă. Каярахпа та тивĕçлĕ ĕçсенче вăй хунă. Маттур çынна Апакассисем те асăрханах, ахальтен «Шуçăма» ертсе пыма йыхравламан ăна. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать…

Тăван чĕлхе — несĕлсен, атте-анне, асатте-асанне чĕлхи. Унпа эпир калаçатпăр, хамăр шухăш-кăмăла уçатпăр, чуна çĕклетпĕр.

Халăх чунĕ — чĕлхере. Анне чĕлхине ачана кăкăр сĕчĕпе вĕрентмеллине ĕлĕкех каланă. Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕпе пĕчĕкрен чăвашла калаç малла. Çак юратăва ача чун-чĕрине вырнаçтармалла, унсăрăн ăна тăван чĕлхене вĕрентеймĕн.

Анне чĕлхине юратасси, хисеплесси çемьерен пуçланать. Чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Ачана тăван чĕлхе пĕлтерĕшне, кирлĕлĕхне ăнлантармалла. «Икĕ чĕлхе — икĕ ăс», — тенине шута илмелле, манмалла мар. Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлӳ çук», — тенĕ. Вăл пире, чăвашсене, çутта кăларас тесе хăйĕн çур ĕмĕрне халалланă, шкулсем уçнă. Иван Яковлевич çуралнăранпа кăçал 173 çул çитет. Чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе вара — 150 çул. Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне панă халал ăслă шухăшсемпе пуян, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ халăхăмăр кун-çулĕнче, культуринче тарăн йĕр хăварчĕ. Хăшне-пĕрне ятран аса илер-ха: Константин Иванов, Федор Павлов, Степан Максимов, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ыт. те.

Эпир мĕн ачаран чăвашла калаçса ӳснĕ. Пĕрремĕш сăмах та «анне», «атте» пулнă. Чăвашла вăтанмасăр пупленĕ, шухăшланă, йăла-йĕркене тытса пурăннă. Аннен сăпка юррисене итлесе канлĕн çывăрнă. Тăван чĕлхене сума суни, хисеплени паян питĕ кирлĕ. Çут тĕнчере пин-пин чĕлхе, анчах анне чĕлхи — чи çывăххи. Вăл ыттисенчен нимĕнпе те кая мар, çавăнпа та унпа калаçма вăтанмалла мар. Тăван чĕлхене хисеплемен çын ашшĕ-амăшне, çуралнă тăрăхне юратмасть, хаклама пĕлмест. <...>

Николай АГАКОВ.

Канаш районĕ, Шуркасси ялĕ.

♦   ♦   ♦


Окоп чавнă: вăрман каснă

Перасковья Васильева Элĕк районĕнчи Анатри Хурасан ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. 7 класран вĕренсе тухсан аслисемпе колхозра ĕçлеме тытăннă: тырă вырнă, утă çулнă, ытти ĕçе пурнăçланă.

1941 çулта Анатри Хурасан ялĕнчи çынсене те Хĕрлĕ Чутай тăрăхне стратеги тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ çул тума илсе кайнă. Çак ушкăнра Перасковья Васильевна та пулнă. Çул тăршшĕпе çĕршер çын ĕçленĕ.

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕрсе пынă. Уйрăмах Мускава çывхарни шиклентернĕ çынсене. Окоп чавнă вăхăта кинемей акă мĕнле аса илет: «Пире 18 метр тăршшĕ çĕр виçсе пачĕç, сарлакăшĕ 3 метртан кая мар. Çĕр шăнман чухне ăна чавма çăмăлрахчĕ. Шартлама сивĕре лумсемпе таккаса уçнă. 1941 çулта 35-40 градус таран сивĕсем тăчĕç-çке. Çăм тăлапа пулсан та ура шăнатчĕ. Пире хваттере янăччĕ, çын патĕнче пурăнма çăмăл марччĕ. Йĕпеннĕ япаласене çĕр каçа хамăр айра типĕтеттĕмĕр, çапах никам та нăйкăшман».

Перасковья Васильевна 95 çултан иртнĕ пулсан та çак пулăмсене лайăх астăвать. Вăл ун чухне 16 çулта пулнă. Вăрман касма та хутшăннă.

1947 çулта хĕр Муркаш районĕнчи Йӳçкасси ялĕнчи Серафим Шумиловпа çемье çавăрнă, икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Шел, мăшăрĕпе савăнса пурăнайман хĕрарăм. Упăшки шкул ачисене тепĕр яла вĕрентме кайнă та çемьене каялла таврăнман. <...>

Илья ЯКОВЛЕВ.

Муркаш районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.