Комментари хушас

23 Ака, 2021

30 çул хаçатпа пĕрле

«Хресчен сасси» хаçат 30 çулхи уявне Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра паллă турĕ. Ара, кăларăма пуçарса яраканнисенчен пĕри — «Ленинская искра» колхоза вăрах вăхăт ертсе пынă, РСФСР культурин тата РФ Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак.

Пуçтарăннисем хаçатпа çыхăннă кăсăклă самантсене, вĕсенче вăй хунисене аса илчĕç. Кăмăл тăвакансем çавăнтах «Хресчен сасси» çырăнса лотерей билетне выляттарчĕç. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа кăмăла çĕклерĕ.

www.hypar.ru Лариса Никитина сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: