Комментари хушас

17 Çу, 2021

Хăна килет пуйăспа

Чăваш Ен — пин-пин юрă, пин-пин тĕрĕ çĕршывĕ, улăх-çаранпа, сĕм-сĕм вăрманпа, вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирпе пуян çĕр. Ку тăрăхри илемлĕ вырăнсемпе, культура еткерлĕхĕн пуянлăхĕпе, аваллăх паллисемпе паллашма хăнасем аякран та килеççĕ…

Çуллен çĕр-çĕр çын пăрахутпа юхан шыв тăрăх, машинăсемпе аслă çулпа пирĕн еннелле васкать. Малашне вара Чăваш Ен хăйне евĕрлĕхĕпе паллашас кăмăллисем пуйăспа та çула тухма пултарĕç. Ĕнер Правительство çуртĕнче туризм индустрине аталантарас тĕллевпе тăватă енлĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç. Документа «РЖД Тур» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Олег Каверин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, «Регион ПР» пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Геннадий Шаталов тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Чепрасова алă пусрĕç.

«Чăваш Республикин туризмĕн потенциалĕ пур. Пур çеç мар, пысăк та. Ăна аталантармалла, унпа туллин усă курмалла. Ку тăрăхра туристсемшĕн кăсăкли чăннипех те нумай. Лайăх кĕтсе илеççĕ. Чăваш Енри çынсем питĕ уçă кăмăллă», — терĕ Олег Каверин. Вăл çак сăмахсене ахальтен мар, хăй кунта темиçе хут пулнăран, чăваш çĕрĕнчи илеме, хитре вырăнсене, объектсене курнăран çапла каланине пĕлтерчĕ. «Хамăр тăрăха май килнĕ таран ытларах туристсене илсе килессишĕн тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев — туризм сферине экономикăра пысăкрах вырăн уйăрса парасси», — пĕлтерчĕ Дмитрий Краснов.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: