Комментари хушас

18 Çу, 2021

Тӳлев — çĕнĕ йĕркепе

3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн тивĕçекен социаллă тӳлеве палăртас йĕркене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнусем кĕчĕç. Халĕ ăна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен çурри чухлĕ кăна мар, çемье тупăшне шута илсе 50, 75 тата 100 процент таран палăртаççĕ. Улшăнусен тĕлĕшпе çынсен тĕрлĕ ыйту çуралать. Вĕсене ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова уçăмлатрĕ.

Ведомствăна çитекен тĕрлĕ ыйту хушшинче çакнашкалли час-часах тĕл пулать-мĕн: çу уйăхĕнчи тӳлев мĕншĕн кашни çемьен расна? Çакă пĕлтĕр ыйтăва хăш числора çырнинчен килет. Енчен те 20-мĕшĕнче тĕк — эппин, тӳлеве кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕччен панă. Ыйтăва çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăратнă пулсан — тӳлеве 24-мĕш числоччен шутланă.

Чылайăшне çĕнĕрен палăртнă тӳлев вăхăтне тăсса янă пек те туйăнать — пăшăрханма кирлĕ мар. Пулăшăва тивĕçме ирĕк пур тăк — вăл çывăх вăхăтра çитĕ.

Малашне ыйтусене 30 ĕç кунĕнче пăхса тухнине те палăртмалла. Çакă çемьери кашни çын тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомство урлă информаци нумай пухмаллипе çыхăннă.

www.hypar.ru