Комментари хушас

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Предпринимательлĕх кунĕпе саламлать

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Сире Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен экономикине тата аталанӑвне сирӗнтен кашниех хывакан тӳпе пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ!

Эсир тӑрӑшса вӑй хунине пула республикӑра ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ку чухнехи технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ ӳсет.

Эсир тата ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн виҫҫӗмӗш пайне ӗҫ вырӑнӗ-семпе тивӗҫтеретӗр, пӗтӗм регион продуктне йӗркелеме те ҫав шайрах хутшӑнатӑр.

Социаллӑ пурнӑҫа аталантарма хастарлӑн хутшӑнакан предпринимательсене паян уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп, вӗсем обществӑшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ – республикӑри хӳтлӗхсӗр ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Хаклӑ туссем, коронавирус инфекцине сарӑлма парас мар шутпа йы-шӑннӑ чарусен тапхӑрӗнче те эсир пӗчӗк бизнес хӑй ҫине яваплӑх илме хӑраманнине, умри тӗллевсене нимӗнле йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, пур пек вӑй-халпа тата ресурссемпе пӗлсе усӑ курса пурнӑҫлама ӑнтӑлнине хӑвӑ-рӑн пуҫарулӑхӑрпа, ҫирӗплӗхӗрпе тата тӑрӑшулӑхӑрпа туллин кӑтартса патӑр.

Ҫавӑн пекех республика влаҫӗ те айккинче юлмарӗ. Эпир ӗҫпе ти-вӗҫтерессине тата ҫирӗплӗхе упраса хӑварас тӗллевпе пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн 30 пине яхӑн субъектне пулӑшрӑмӑр. Ҫакӑн валли республика бюджетӗнчен икӗ миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑртӑмӑр.

Эпир сире, сирӗн вӑй-халӑра шанатпӑр тата сирӗншӗн бизнеса тытса пымалли хӑтлӑ мӑйсем туса пама яланах хатӗр. Сирӗн ҫитӗнӗвӗрсем – тӑван Чӑваш енӗн кал-кал аталанӑвӗн шанчӑклӑ никӗсӗ!

Сире чун-чӗре ҫирӗплӗхне, вӑй-халпа пултарулӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Уяв ячӗпе!

Чӑваш Республикин
   Пуҫлӑхӗ                                                                       Олег Николаев

2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗ

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.