Комментари хушас

21 Çĕртме, 2021

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне халалласа республикăра «Сăр чикки манăн çемьере» онлайн конкурс иртнĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне «Ашшĕ-амăшĕн аслă канашĕ – Шупашкар» общество юхăмĕ йĕркеленĕ. Финала 24 конкурсант тухнă. Тĕрлĕ номинацири çĕнтерӳçĕсем: Светланăпа Людмила Виноградовăсем, Евгений Семенов /Етĕрне районĕ, Тури Ачак шкулĕ/, Василий тата Валентина Зоринсем, Виктория Маркиданова, Валерия Румянцева /Шупашкар, 46-мĕш гимнази/, Анастасия тата Ирина Малышкинасем /Шупашкарти 205-мĕш ача сачĕ/, Артем, Марина тата Александр Спиридоновсем /Шупашкарти 37-мĕш шкул/, Дарья Скворцова /Етĕрне районĕ, Тури Ачак шкулĕ/.

www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: