Комментари хушас

25 Çĕртме, 2021

Пилĕк кун та пилĕк каç

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн.  Акă Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл кино пăхма кăмăллакансене. Конкурса тăратнă 12 илемлĕ тата  регионсенче ÿкернĕ 17 фильма жюри членĕсем тивĕçлĕ хак панă.

Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕ. "Фильмсен никĕсĕнче - кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем. Вĕсем çынсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ. Эсир хăвăрăн чун-чĕре ăшшине куракансене патăр,  вĕсене хавхалантартăр, малалла пурăнма, ĕçлеме çунат хушрăр", - терĕ Светлана Анатольевна. ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнине хальхинче фестивалĕн программа директорĕ, илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев тивĕçрĕ.

Регион фильмĕсен Гран-прине якутсен çамрăк режиссерĕ Никандр Федоров ÿкернĕ "Танцуй со мной" картинине пачӗҫ, илемлĕ фильмĕсен хушшинче - Ян Комаса ÿкернĕ "Тело Христово" (Польша, Франци) ĕç. Ытти номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ кинокартинӑсемпе "Хыпарăн" çитес номерĕнче паллаштарăпăр.

www.hypar.ru Ольга Калитова тата Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: