Хăнасене Улăп кĕтсе илĕ
«Ясна» этнокомплексра хăйне евĕрлĕ кӳлепе ăсталама палăртнă. Вăл — чăваш халапĕсенчи паттăр, Улăп.
Çак ĕçе пурнăçлассипе виçĕ скульптор ĕçлет: Алексей Исаев, Артем Гильманов, Денис Постных паллă чул касакансем. Сăмах май, Улăп çинчен калакан халапсене Алексей ача чухнех вулама юратнă. Паян вара вăл ăна 100 çулти юманран касса кăларать.