Комментари хушас

1 Утă, 2021

Ÿкерÿ диктантĕнче çĕнтернĕ

Шупашкарти Акцыновсен ячĕллĕ 6-мĕш ача-пăча ӳнер шкулĕнче ăс пухакан Дарья Симурзина Раççей конкурсĕнче çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ.

«Манăн çĕршыв — манăн истори» Пĕтĕм Раççейри ӳкерӳ диктанчĕ – Виртуаллă марафон куçăн мар майпа иртнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх интерактивлă карттă хатĕрленĕ, унпа «çул çӳреве тухса» тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕпе паллашма пулать. Шупашкар хулине интерактивлă карттăра 30 тĕрлĕ хутшăнакан куçĕпе сăнланă, вĕсенчен пĕри — шăпах Дарья Симурзинăн ĕçĕ «Михаил Архангелăн Храмĕ».

www.hypar.ru

Рубрика: