Комментари хушас

1 Утă, 2021

Алăра — пĕрремĕш паспорт

Паян 14 çамрăкшăн пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕскерсене Правительство çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕрремĕш паспорт пачĕç.

Раççей гражданинĕн тĕп документне вĕсем Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тата Чăваш Республикин ШĔМ министрĕн Виктор Шметковăн аллинчен илме тивĕçрĕç. Çакна палăртмалла: çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе пĕрремĕш хут паспорт илекен çамрăксене документпа пĕрле РФ Конституцийĕн экземплярне те параççĕ.

Олег Николаев 14 çул тултарнă çамрăксене пĕлтерĕшлĕ кунпа саламланă май халĕ вĕсен çĕнĕ правăсем хушăннине кăна мар, яваплăх та ӳснине каларĕ.

Мурманск хулинче Нахимов ячĕллĕ çарпа тинĕс училищинче ăс пухакан Савелий Ярдушкин çак самант яланлăхах асра юласса шантарчĕ. "Эпĕ халĕ хама аслăрах туятăп, манра яваплăх та ытларах пулнине ăнланатăп. Çуралнă кĕтесрен аякра пулсан та яланах тăван çĕршывăн патриочĕ пулмалла", — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Рубрика: