Комментари хушас

10 Утă, 2021

Кама чăрмантарать-ши?

ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, "Ростелеком" обществăшăн филиалĕн директорĕ Евгений Макагонов, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, "Билайн" çыхану компанийĕн представителĕсем Алкешре пурăнакансемпе тĕл пулса çивĕч ыйтăва çĕклерĕç. 

2019 çулта Алкешре вырнаçтарнă çыхăну станцийĕ нумайăшне тивĕçтермест. Кунта пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илмесĕр туни те пăшăрхантарать. Алкешсем каланă тăрăх, вăл сывлăхшăн сиенлĕ, урама илемсĕрлетет-мĕн. Яваплă çынсем çыхăну станцийĕ муниципалитет çĕрĕ çинче вырнаçнине, маларах экспертиза ирттернине, ăна тума ирĕк пуррине палăртрĕç.

Чăн та, çĕршывра, тĕнчере цифра аталанăвĕ сарăлнă вăхăтра çак пулăма чарса лартаймăн. Ирĕксĕрех çĕнĕлĕхпе çырлахма, енсен компромисс тупма тивет. Тĕлпулура Алкешре пурăнакансем станци сиенсĕрлĕхне çирĕплетмешкĕн никама пăхăнман экспертиза ирттерме ыйтрĕç.

www.hypar.ru Лариса Никитина сăн ӳкерчĕксем