Комментари хушас

13 Утă, 2021

«Республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр»

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕнче РФ Патшалăх Думине суйланма палăртнисем документсем тăратма тытăннă.

Тĕп суйлав комиссийĕн çумĕ Игорь Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 3 çынран хутсем йышăннă: иккĕшĕ — партирен, пĕри — хăй тĕллĕн. «Малтан кандидатсен докуменчĕсене тĕрĕслетпĕр. Çитменлĕхсене тӳрлетнĕ хыççăн удостоверени паратпăр», — терĕ Игорь Васильевич.

Паян Алла Салаева та суйлав комиссине документсем тăратрĕ. «Çак утăма туса эпĕ пысăк яваплăха хам çине илетĕп. Малтан Шупашкар хулин администрацийĕн йышĕпе, халĕ ЧР Пуçлăхĕн командипе пĕрле нумай ĕç турăмăр. Умра — пысăк тĕллевсемпе ĕçсем. Республикăн аталану стратегийĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçлассишĕн уйрăмах вăй хурса тăрăшмалла. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçарăвĕсене РФ Президенчĕ те ырласа йышăнать. Вĕсем уйрăм çыннăн пурнăçне лайăхлатма, пирĕн республикăпа çĕршыва аталантарма пулăшаççĕ. Акă çĕнĕ шкулсемпе садиксем çĕкленеççĕ, вĕрентӳ учрежденийĕсене модернизацилеççĕ. Кăçал çак шкулсемпе садиксен пурлăхпа техника базине çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнче 2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Кăçалтан нумай ачаллă çемьесен вĕри апатпа тивĕçтерме тытăнĕç. 12 пин ача çак пулăшăва тивĕçĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ илме, пур енлĕн аталанма майсем туса параççĕ. Пур ача та — ялта пурăнать-и вăл, хулара-и — пĕр пек условисенче вĕренме тивĕç. Вĕсем пирĕн республика, çĕршыв пуласлăхне йĕркелеççĕ», — терĕ Алла Леонидовна. Çав кунах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ Леонид Пронин та суйлав комиссине документсем тăратрĕ.

www.hypar.ru