Комментари хушас

29 Çурла, 2014

Путене ĕрчетсе пaхар-и?

Кÿкеçре пурăнатăп, Шупашкара ĕçлеме çÿретĕп. Ытти выльăх-чĕрлĕх тытма кансĕртерех. Путене ĕрчетсе пăхасшăн. Унăн çăмарти те усăллă теççĕ. Çакăн çинчен çырсан аванччĕ.

Ю.СТЕПАНОВ.

Шупашкар районĕ.

 

Килти хуçалăхра путене усрама кăткăсах мар. Чăхсем валли ятарлă вите кирлĕ пулсан путенене читлĕх те çитет. Пĕр тăваткал метр читлĕх­ре 50 путене аванах вырнаçать. Çак йышран кунне 48 çăмарта илме пулать /48 çăмарта 8 чăх çăмарти чухлĕ таять/. Путене ĕрчетессипе пăхасси те ытти кайăк-кĕшĕк пăхассинчен нимпех те уйрăлса тăмасть. Çăмарта лайăх туса савăнтарччăр тесен вĕсене тутлăхлă апатпа çителĕклĕ тивĕçтерсе тăмалла çеç. Тата температура, çутă режимĕсене пăхăнмалла.

Путенене килте ĕрчетес тесен чи малтан çакна асра тытăр - алла хăнăхтарнă путене амисем чĕпĕ пусса кăлараймаççĕ. Çамрăк путенесене ĕрчетмешкĕн сире пĕчĕк инкубатор кирлĕ пулать, "Универсал", "Наседка", ИПХ, ИЛУ-Ф-03 тата ытти те. Çак инкубаторсене пасарта е ятарлă лавккара кирек хăçан та туянма пулать. Вĕсен хакĕ те пысăках мар. Инкубаторсене чăх çăмартине шута илсе палăртаççĕ. Путене çăмарти вара çав инкубаторах чăх çăмартипе танлаштарсан 5-6 хут ытларах кĕрет.

Путенен çăмартаран чĕпĕ аталанасси 17 кунпа танлашать. Чĕпĕсем çăмартаран 4-6 сехет хушшинче карах тухаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара 1-2 кун вăрахрах аталанса тухма пултарать. Тин çеç тухнă путене чĕппи хăмăр тĕслĕ мамăкпа витĕннĕ, питĕ йăрă. Унăн виçи пурĕ те 6-8 г çеç пулин те вĕсем тÿрех çиме ыйтаççĕ.

Чĕпĕсене карттун е фанер ешчĕксене ямалла, айне таса хут сармалла. Вараланнă май айсарăма улăштарсах тăмалла. Чĕпĕ урисем сарăлса ан кайччăр тесен ешчĕк тĕпне вĕтĕ сетка сарсан аван /тĕревленме май парать/. Пĕчĕк чĕпĕсем ăшша юратаççĕ, çавăнпа температурăна пĕр виçере тытмалла. Сивĕ пулсан чĕпĕсем вилесси ÿсет.

Путене чĕпписем çăмартаран тухсанах çиме пултараççĕ. Хăвăрт ÿссе аталаннине кура чĕпĕсене тутлăхлă, минералсемпе пуян апатпа тăрантармалла. Малтанхи кунсенче пĕçернĕ çăмарта шурри, тăпăрчă, сухари тĕпренчĕкĕ, туранă ешĕл çимĕç памалла. Лавккаран ятарласа путене чĕпписем /1-10 кун/ валли хатĕрленĕ хутăш апат /комбикорм/ туянмалла. Чĕпĕсемшĕн ку тапхăр питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Путене питĕ хăвăрт çитĕнет. Икĕ уйăхра чĕпĕ виçи 20 хут ÿсет. Вăл çитĕннĕ кайăк пекех пулса тăрать. Танлаштарма, чăх чĕппи виçи икĕ уйăхра 14 хут ÿсет, çитĕннĕ чăхăна çитиччен вара ăна вăхăт самаях кирлĕ-ха.

Япони путенинчен /ăрачĕ çапла/ çимелĕх çăмарта илес тесен 20 см çÿллĕш читлĕхсем кирлĕ. Лаптăкĕ - кайăк йышне кура. Пĕр путенене 180-200 тăваткал сантиметр çителĕклĕ. Çăмартана çимелĕх илмелле чухне читлĕхе ама путенесене çеç ярсан та юрать. Вĕсем аçа путене пуррисем пекех çăмарта тăваççĕ.

Лаптăка перекетлĕ усă курмашкăн читлĕхсене темиçе хутлă вырнаçтарма юрать.

Путенесем чăхсем пекех типĕ хăйăрпа çăвăнма юратаççĕ. Çавăнпа читлĕхе вăхăт-вăхăт 5-7 см хулăнăш тултарнă хăйăр савăчĕсем лартса памалла. Путенесем усракан пÿлĕм ăшă, типĕ пулмалла, сывлăша уçăлтарсах тăмалла. Анчах сывлăша уçăлтарнă чухне витĕр çил пуласран асăрханăр. Витĕр çилпе путене тĕкĕ тăкăнма пуçлать, чирлет.

Çитĕннĕ путенесем пурăнакан çĕрте сывлăшри нÿрĕк 55-75: пулмалла, температура виçи 20-22 градус ăшă. 16-25 градуса çити улшăнма пултарать. Çитĕннĕ Япони путенине вĕтетнĕ тĕрлĕ тĕш тырăпа, туранă ешĕл апатпа, çăмартапа апатлантармалла. Протеинпа пуян хутăш апат çитерни путенен çăмарта тăваслăхне ÿстерет. Апата куритене кайăксем çисе пĕтернĕ май хумалла, 2-3 хут апатлантармалла.

Шыв валли савăтсене тĕрлĕрен хатĕрлеме пулать. Ĕçнĕ май тулса пыракан /автоматла/ валак тăвасси те кăткăсах мар, шайлаштаракан /сообщающиеся сосуды/ савăтсен мелĕпе. Кун пек чухне шыва темиçе кунлăх яма юрать. Анчах эрнере пĕрре шыв савăтне тĕплĕн тасатмалла.

Ешĕл çимĕç валли уйрăм савăт пулмалла. Ăна читлĕхĕн тулаш енчен çирĕплетме пулать.

100 путенене кунне 2,5-3 кг апат кирлĕ. Пĕр уйăхра 90 кг çимĕç пĕтет. Çак тапхăрта 100 ама 2200-2300 çăмарта тăвать.

Путене /перепел обыкновенный/ - фазан çемьелĕхĕнчи чăх ушкăнĕнчен. Вăл чăх ушкăнĕнчи чи пĕчĕк кайăк. Унăн кĕлеткин тăршшĕ 16-20 см, виçи - 80-150 г. Хăмăр-тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, аякĕсенче шурă пăнчăсем, йĕрсем пур. Путене аçин куç хупанки, карланкă хĕррисем хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ, аман - сарă хăмăр тĕслĕ.

Путене Европăра, Африкăра, Азире нумай. Раççейре Хура тинĕсрен Байкал кÿлли таранччен сарăлнă. Ăна сунарçăсем тытаççĕ. Путене уй-хирте, туллă-сăртлă çĕрте пурăнать. Ирĕкри кайăк питĕ хăравçă, ăна асăрхама та çук.

Ирĕкри путене кĕркунне хĕл каçма ăшă енне каять. Путене чăх йышши кайăксенчен кăнтăра каякан пĕртен-пĕр кайăк.

Килте усракан путене - Япони путени. Ăна яппунсем XIX ĕмĕр вĕçĕнче килте усрама тытăннă. Хальхи вăхăтра яппун путенин темиçе тĕсĕ /ăрачĕ/ пур, фараон, мраморлă т.ыт. Вĕсене паха ашĕшĕн тата çăмартишĕн усраççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.