Комментари хушас

19 Утă, 2021

Чăваш Ен педагогĕсем Крымра Çуллахи шкула хутшăннă

Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен Пĕтĕм тĕнчери Çуллахи шкулĕ утă уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче Крым Республикин Ялта хулинче иртнĕ.

Çуллахи шкула пĕтĕмпе Раççей Федерацийĕн 20 регионĕнчен 40 вĕрентекен килсе çитнĕ, çав шутра — Ялти хулинчи вĕрентекенсем, Беларус тата Донецк Халăх республикисен педагогĕсем те. Чăваш Енрен хутшăнакансем: Шупашкарти 40-мĕш шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Александр Степанов, Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Оксана Ильина, Шупашкарти хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕн тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ Ираида Матьянова, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназин чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Елена Николаева тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин заведующи тивĕçне пурнăçлакан Анна Егорова.

Вĕрентекенсем ăсталăх класĕсенче, семинар-практикумсенче хăйсемшĕн усăллине чылай илнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: