Комментари хушас

20 Утă, 2021

Вакцинациленсен çул çÿреве тухасси те хăратмасть

Ольга РОМАНОВА, «Хыпар» Издательство çурчĕн дизайнерĕ:

Ачасем шкулта вĕреннĕ вăхăтра амăшĕн ĕç нумайрах. Халĕ, ывăлсем çуллахи каникулта каннă чухне, хама ирĕклĕрех туятăп. Коронавирусран прививка тутарас шухăш тахçанах çуралнă. Çапах вакцинацие çăмăллăн е йывăррăн чăтса ирттересси шухăшлаттарчĕ. Эпĕ çак ĕçе пурнăçламашкăн килти ĕçсенчен пушăрах вăхăта суйларăм.

Вакцинацин икĕ тапхăрĕ витĕр те тухрăм. Малтанхи кунсенче хул ыратрĕ. Çакна çăмăллăнах чăтса ирттерме пулать. Манăн шухăшпа, халăхăн пысăк пайĕ вакцинациленни чире парăнтарма май парать.

Кĕçех черетлĕ отпуска каятăп. Халĕ, прививка тутарнă хыççăн, çул çӳреве тухасси хăратмасть.

www.hypar.ru

Рубрика: