Комментари хушас

21 Утă, 2021

Хамăра упрама пĕлмелле

Галина РОДИОНОВА, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳел вулавăшĕн ĕçченĕ:

— Вакцина витĕмне тахçанах палăртнă. Ахальтен мар тĕрлĕ чиртен прививка тăвассине йăлана кĕртнĕ. Çавăнпа нумай шухăшламасăрах вакцинацие хутшăнтăм. Ялта кампа калаçатăп — пурне те ăнлантаратăп, сĕнетĕп. Прививка тутарнă хыççăн патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче тĕрлĕ анкета тултармалла. Çакă çынсене хăратать пулмалла. Нимшĕн те шикленмелле мар — çакă хăйне евĕр статистика пухма, тĕпчеме кирлĕ, çакна ăнланмалла.

Вăрттăнлăх мар: библиотекăсене хытах ăшăтмаççĕ те — пӳлĕмре сивĕ. Çавăнпах прививкăна пуш уйăхĕнчех тума хăрарăм, çанталăк ăшăтасса кĕтме шухăшларăм. Халĕ икĕ тапхăр витĕр те тухнă ĕнтĕ. Хама лайăх туйрăм. Температура таврашĕ аптратмарĕ. Прививка хыççăн тепĕр кунне питĕ çывăрас килчĕ кăна. Ачасем те вакцинацие хутшăнчĕç. Хамăра упрама, сыхлама пĕлмелле.

www.hypar.ru 

Рубрика: