Комментари хушас

28 Утă, 2021

Чӑваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекене пахаларĕҫ

Паян Чӑваш патшалӑх вĕрентӳ институтĕнче хулари шкулсенче 1-мĕш классене вĕрентмелли кĕнекен хӑйне евĕр хаклавне ирттерчĕҫ.

Мероприятие ЧР вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Лукшин, асӑннӑ институтӑн ĕҫченĕсем, чĕлхеҫĕсем, чӑваш чĕлхипе литературине, тӑван ен культурине вĕрентекенсем, ашшĕ-амӑшĕ, ачасем, массӑллӑ информаци хатерĕсенче ĕҫлекенсем тата, паллах, кĕнеке авторĕсем хутшӑнчĕҫ. Ку кӑларӑма Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн преподователĕ Александр Блинов, Шупашкарта чӑваш чĕлхине вĕрентекен Людмила Николаевӑпа Алина Егорова хатĕрленĕ. Ку кĕнекепе хула ачисем авӑн уйӑхĕн 1-мĕшĕнчен вĕренме тытӑнĕҫ. Пухӑннисем кĕнеке ачасемшĕн питĕ илĕртӳллĕ пулнине палӑртрĕҫ. Кунта ӳкерчĕксемпе вӑйӑсем, юрӑсем, сканвордсемпе ребуссем нумай-мĕн. Чи кирли - ҫӑмӑл чĕлхепе ҫырнӑ. Унӑн электрон варианчĕ те пур. Ҫакӑ чĕлхене килте харпӑр тĕллĕн вĕренме те май парать.

Кун пирки тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатра.

www.hypar.ru
 

Рубрика: