Комментари хушас

4 Çурла, 2021

«Хресчен сасси» 29 (2867) № 04.08.2021

Тухса çÿрени вăй хушать

Куславкка районĕнче «Чăваш Республикинчи Агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен союзĕ» общество организацийĕн правленийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Асран кăлармаççĕ

Канашлăва ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕ Владимир Васильев, республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Самылкин, Куславкка районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Фирдавиль Искандаров, яваплă ытти çын хутшăнчĕ.

Куславкка Атăл хĕрринче, Чăваш Енри чи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çу кунĕсенче анлă юхан шыв хĕрринчен халăх татăлма пĕлмест темелле. Юлашки çулсенче хула палăрмаллах илемленнĕ, хăтлăланнă. Çĕнĕ çурт-йĕр, физкультурăпа спорт комплексĕ, ача сачĕ, парк, такăр çул… — Куславккасен тăван енпе мăнаçланмалăх пур.

Канашлăва çитнисем хулапа паллашрĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Палăртмалла, районтан фронта 5970 çын тухса кайнă. Çав шутран 3400-шĕ хаяр вăрçăран таврăнайман, 1543-шĕ хыпарсăр çухалнă. Ку тăрăхри ултă çын — Александр Казаков, Александр Ленкин, Никифор Марков, Мидхат Салихов, Александр Тухланов, Василий Харитонов — Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ. Атăлпа юнашарах паттăрсемпе паллаштаракан стенд вырнаçтарнă.

Ку тăрăхран паллă çыравçăсем, спортсменсем, çар çыннисем, производствăра чапа тухнисем сахал мар. Ентешĕсем вĕсен ырă ячĕсене упрама тăрăшаççĕ.

Ветерансем Чăваш Енри чи çӳллĕ вырăна çитсе курчĕç. «Кайăк вĕçевĕ» ятпа çӳрет вăл халăхра. Икĕ юхан шыв пĕрлешнĕ çĕрте тинĕсри пек туйăнать. Утравсем, ялсем, уй-хир алă тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Йĕркене çирĕп пăхăнма тăрăшатпăр

Коронавируспа чирлекен, вилекенсен йышĕ чакмасть-ха. Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 29,2 пин çын чирленĕ. 1713-шĕ вилнĕ, 26616-шĕ сывалнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне ковидран 240858 çын вакцинациленнĕ. Çакă республикăра пурăнакансен 19,94 проценчĕ пулать.

Куславкка районĕнчи Карач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Елена ПЛОТНИКОВА та ковидран сыхланма вакцинациленни пулăшасса иккĕленмест:

— Усал амак ял тăрăхĕнче сарăласран асăрханма тăрăшатпăр. Специалистсемпе, право органĕн ĕçченĕсемпе общество вырăнĕсенче йĕркене пăхăннине, маскăпа çӳренине тĕрĕслетпĕр. Халăха та кун пирки асăрхаттаратпăр, ăнлантаратпăр. Юлашки вăхăтра нумайăшĕ çакна ăнланма тăрăшни сисĕнет. Çĕршывра, республикăра чирлекенсен, вилекенсен йышĕ ӳсни те шухăшлаттарать. Ковид усал та каварлă чир пулни каламасăрах паллă. Кĕске хушăра вăл вун-вун çын пурнăçне татрĕ. Унран мĕн пур майсемпе сыхланмалла.

Ял тăрăхĕнче вăй хуракансен çурри ытла ĕнтĕ прививка тутарнă. Пирĕн хушăра чирлекенсем пулманни савăнтарать. Йĕркене çирĕп пăхăннипе, асăрханнипе ĕнтĕ чире сарăлма памастпăр. Çывăх вăхăтра эпĕ те вакцинациленме палăртатăп. Мĕншĕн халь кăна? Прививка хыççăн йывăр ĕçлеме юрамасть. Ял çыннин çу кунĕсенче ĕç пайтах. Выльăх-чĕрлĕх, сад-пахча… — алă усса лараймăн. Шăрăх çанталăк та хăратрĕ. Эпир çамрăк мар ĕнтĕ, кашни утăма шухăшласа тумалла. Халĕ утçи вĕçленнĕ, çанталăк та аван. Шăпах вакцинациленме вăхăт. Кĕр енне антителăсем сывлăха сыхласса шанатăп. 

♦   ♦   ♦


Ял-ял витĕр тухрăмăр…

Тавра пĕлӳçĕсем яланах çул çинче, тĕпчевре. Хальхинче вĕсем Канаш, Вăрнар, Элĕк тăрăхĕсене çитсе курчĕç. Калас пулать, Чăваш Енре историе кĕрсе юлнă паллă вырăнсем, пулăмсем, пултаруллă çынсем сахал мар. Çав шутра асăннă районсенче те.

Çул çӳрев Канаш тăрăхĕнчи Энтриель ялĕнчи паллă вырăнсемпе паллашнинчен пуçланчĕ. Пире Викентий Волков тавра пĕлӳçĕ кĕтсе илчĕ. Вăл пурнăçне, шăпине шкулпа çыхăнтарнă. Педагог профессине алла илсен физкультурăпа вĕрентме тытăннă. Унтан ăна шкул директорĕн тивĕçне шаннă.

Ачасене воспитани панă май Викентий Михайлович тăван тăрăха, историне тĕпчеме тытăннă. Вăл — ултă кĕнеке авторĕ. Чăннипех маттур, хастар çын. Пире те асăнмалăх «Мать — кормилица — земля» кĕнекесем парнелерĕ. Тĕлĕнтермĕш тавра пĕлӳçĕпе ăшшăн сыв пуллашрăмăр.

Малалла пирĕн çул Канаш районĕнчи вĕри чĕреллĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă яла выртрĕ. Эпир чăваш классикне халалласа уçнă музейпе паллашрăмăр. Унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хутăмăр, поэтăн сăввисене итлесе савăнтăмăр. Çеçпĕл Мишши ача чухне чупса çӳренĕ урамсемпе утса тухрăмăр.

Çеçпĕл — илемлĕ те пысăк, тирпейлĕ ял. Поэтăн палăкĕ хăтлă вырăнта, садпаркра вырнаçнă. Юнашарах чаплă культура çурчĕ, вăтам шкул, лавккасем. Урамсенче такăр çул, ешĕл чечексем, илемлĕ çурт-йĕр. Тен, Çеçпĕл Мишшин ырă ячĕ те тăван тавралăха çĕкленме витĕм кӳнĕ-тăр. Çапах юлашки çулсенчи тӳнтерле пулăм — ялсем ватăлса пыни, çамрăксем юлманни — кунта та сисĕнет, вырăнта пурăнакансен йышĕ чаксах пырать.

Такăр çулпа Вăрнар районĕнчи Хорнсор Çармăса та çитрĕмĕр. Федор Кузьминпа Иван Дутанов тавра пĕлӳçĕсем пире ăшшăн йышăнчĕç. Вĕсем ку тăрăхри вырăнсене, историне нумай тĕпченĕ. Халĕ те çак ĕçе малалла тăсаççĕ, документсем, тĕпчевсем тăрăх кĕнекесем кăлараççĕ.

Федор Григорьевич 1982 çултанпа вырăнти хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Йывăр тапхăрта ăна арканма паман, упраса хăварнă. «Ĕç пулсан ял пурăнать, çамрăксем аякка каймаççĕ», — терĕ вăл. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма укçа-тенкĕ шеллемест. Акă хуçалăх шучĕпе халăха газ кĕртсе панă. Хальхи тапхăрта ял хуçалăх предприятине тупăшлă ĕçлеттерме çăмăл мар.

Анчах ертӳçĕ аталану çулĕпе çирĕп ертсе пырать. Çав хушăрах тăван тавралăх историйĕпе кăсăкланма та вăхăт тупать. «Тăван ен пирки халăха ытларах пĕлтерес килет», — палăртрĕ вăл. Федор Григорьевич пире хаваспах Çĕрпел ял тăрăхĕнчи кăсăклă пулăмсемпе паллаштарчĕ.

19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче геологсем кунта фосфорит шыранă. Чăн та, тăрăшни сая кайман, вырăн-вырăнпа вăл 70-80 метр хулăнăш пулнине асăрханă. 1929 çулта ăна кăларма тытăннă. Унран паха удобрени те хатĕрлеме пулать. Малтан çиелти пулăхлă тăпра сийне илнĕ, унтан шахтăсем туса руда кăларнă, Вăрнарти фосфорит заводне турттарнă. Вăл вăхăтра машина сайра пулнă. Çавăнпа çак ĕçе 50-60 лашана явăçтарнă. Халĕ те завод пур. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн унта хими хутăшне хатĕрлеççĕ. Çакăнтан ĕнтĕ Чăваш Енре, Вăрнар тăрăхĕнче те промышленноç аталанма пуçланă.

Хальхи вăхăтра руда кăларнă вырăнсенче илемлĕ те пысăк пĕве сарăлса выртать. Федор Кузьмин ĕлĕкхи руда шахтисенчен пĕрне йĕркене кĕртсе музей тума ĕмĕтленет. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

♦   ♦   ♦


Кăмпара утаман тытса çурмĕ-ши?

ЧР Чĕр чун тĕнчипе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕ 2020 çулта республикăра 37 упана шута илнĕ.

Хисепне август-сентябрь уйăхĕсенче каллех палăртаççĕ. «Йышĕ татах ӳсмĕ-ши? Топтыгинсем Чăваш Енре Аляскăпа Сахалинти пек ял-хулара ирĕккĕн апат шырасан пĕррехинче тытса çурмĕçши?» — тесе пăшăрханаççĕ çынсем. Хĕл каçма шăтăка кĕрсе выртиччен, августноябрь уйăхĕсенче, апат çисе тир айне çу пухаççĕ. Ăна нумай пуçтарсан çеç пуш уйăхĕччен лăпкă çывăраççĕ. Çак уйăхри пĕр апачĕ — кăмпа. Вăл упашăн кăна мар, этемшĕн те паха. Çавăнпа ăна татма хула-ялтан йышлăн каяççĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрманлăхĕнчи уçланкăра çурăмĕ хыçне пĕрне çакнă хĕрарăм Михайло Ивановичпа тĕл пулни, утаман ăна «аллипе» тĕксе тӳнтерни çинчен 1990 çулсенче «Хыпарта» пĕлтернĕччĕ. Çынсем кăмпа татма «Сăрçум» заповеднике те çӳреççĕ.

— Пирĕн патра хăмăр упасем пурăнни çинчен халăха çуллен пĕлтеретпĕр, вĕсенчен сыхланма чĕнсе калатпăр, çапах хăрамаççĕ, упасем ĕрчекен чăтлăхсене кĕреççĕ, — тет заповедник директорĕ Евгений Осмелкин. — 2020 çулта пĕрне заповедникăн кăнтăр районĕнче фотоловушка ӳкерсе илнĕ. 2013 çулта амăшĕнчен уйрăлнă виççĕмĕш çулхи виçĕ çурана курнă, 2017 çулта амăшĕпе икĕ çурине каллех фотоловушка «тытнă».

Упасемпе тĕрлĕ çулта Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпӳ, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Шупашкар районĕсенче тĕл пулнă. Вĕсенче курнисем хĕл каçмаççĕ, çăвăрласа çура çитĕнтермеççĕ, çармăс енчен Атăл урлă каçса апатланса çӳреççĕ, тĕпленсе пурăнма вырăн шыраççĕ.

— Хăмăр упа пĕр вырăнтан тепĕрне куçмасăр пурăнакан пĕртен-пĕр вырăн Чăваш Енре — Улатăр вăрманĕ, 5 пине яхăн тăваткал километр йышăнать. Ун валли кунта вырăн тата апат çителĕклĕ, — терĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Олег Глущенков орнитолог. — Унăн ĕлĕкхи тата XX ĕмĕрти йышне паян çирĕплетейместпĕр. Вăрçă хыççăн тата 1960 çулсенче сунарçăсем пĕрре юлмиччен тытса пĕтернĕ. 1995 çулта «Сăрçума» туса хунă хыççăн вăрманта «санитар» та кирлĕ тесе упана ĕрчеме май турăмăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.