Комментари хушас

19 Çурла, 2021

Тантӑш № 31 (4750) 19.08.2021

Утмăл килограмм таякан кавăн ÿстернĕ

Шупашкарти 43-мĕш шкулта ăс пухакан Федя Матросова самантрах нумай çын паллама тытăнчĕ. Ун патĕнче телекурав ĕçченĕсем те пулчĕç, социаллă сетьсенче те мухтаса, хавхалантарса çырчĕç. 8-мĕш класа каякан арçын ача республика çыннисене 60 килограмм таякан кавăн çитĕнтернипе тĕлĕнтерчĕ. Хула ачи çавăн пысăкăш пахча çимĕçе ӳстерни пире те кăсăклантарчĕ.

Пĕр вăрă – çĕр тенке яхăн

Матросовсем хулан Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕр çуртра пурăнаççĕ. Çавна май çемье çурт çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç туса илет. Пахчара çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан, купăста, арпус ӳсеççĕ. Теплицăсенче хăярпа помидор тухăçпа савăнтараççĕ. Федя пахча çимĕç ӳстерессипе кăсăкланнине кура кăçал аслисем виçĕ теплицăран пĕрне ăна уйăрса панă.

Хула ачи çĕр ĕçне юратни тĕлĕнмелле пулăм мар-и? Аслашшĕпе асламăшĕ мăнукне мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарни хăйĕн çимĕçне кӳрет. Халĕ 14-ри арçын ача мотоблокпа та ĕçлеме пĕлет, ĕç хушсан турткаланса тăмасть: йăрансене çумран тасатать, шăварать, удобренипе апатлантарать.

Кавăн ӳстерес шухăш Федя пуçне 3 çул каяллах пырса кĕнĕ. Ун чухне уçă вырăнта çитĕнекен пахча çимĕç 40 килограма çитнĕ. Арçын ача кунпа лăпланма шухăшламан, пĕлтĕр çурла уйăхĕнчех интернет лавккаран «Атлантика гиганчĕ» сорт çырăнса илнĕ. Пĕчĕккĕн пухнă укçана та шеллемен, 8 вăрăшăн тата почта тăкакĕсемшĕн 800 тенкĕ тӳленĕ.

— Виçĕ вăрă акрăм. Тымар яччăр тесе малтан нӳрĕ татăкпа чĕркесе тытрăм, унтан торф стаканне лартрăм. Вăйлă тымарлăскерсем стакана витĕрех шăтарчĕç, пысăкрах чӳлмек çине куçарса лартма тиврĕ. Тислĕкрен, хăйăртан, шĕвек гумусран, тăпраран ятарлă хутăш хатĕрлесе теплицăри тăпра тытăмне пуянлатрăм, çуркунне кавăн калчисене унта куçарса лартрăм. Пахча çимĕçе шăварма ятарласа курăк шывĕ хатĕрлерĕм. 60 литр кĕрекен чана курăк тултартăм, унта шыв ятăм. Эрне йӳçнĕскерпе хăяра, помидора, кавăна шăварса тăтăм. Мана Кирилл пичче те пулăшрĕ, — технологипе паллаштарчĕ Федя. <...>

♦   ♦   ♦


Без труда нет совершенства

В семье Даниловых трое детей. Владислав – самый старший, поэтому старается быть хорошим примером для младших братьев. И мама научила его быть ответственным и всегда добиваться поставленных целей. Может, именно поэтому с самого детства он тянется к знаниям и любит узнавать все новое. Владислав никогда не стоит на месте, растет и развивается в своем стремлении быть всегда впереди. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.