Комментари хушас

30 Çурла, 2021

Ветеринарсен — çĕнĕ йĕрке

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ йышши ветеринари правилисем вăя кĕреççĕ.

Ку йĕркепе килĕшӳллĕн, шултра мăйракаллă выльăхăнне лейкоз чирне тупса палăртсан вăл пурăнакан хуçалăха тата ун тавра 5 километр чухлĕ карантина хупмалла. Ун пек вырăнтан выльăха илсе тухма юрамасть. Сывă ĕнесемпе чирлисене пĕрле тытма чарнă. Чирлĕ тата инфекциллĕ ĕнесен сĕтне пăрусене ĕçтермелле мар. Лейкозпа чирлĕ ĕнесемпе вăкăрсене диагноз лартнă хыççăн 15 кун хушшинче пусма ямалла. Чирлĕ выльăхăн сĕтне пĕтермелле. Чир сарăлнă вырăнтан инфекциллĕ выльăха пĕтерсен, серологи тĕпчевĕ ирттернĕ хыççăн нимĕн те тупмасан карантина сирĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: