Комментари хушас

31 Çурла, 2021

Елчĕк районне - ĕçлĕ визитпа

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян асăннă района çитсе килчĕ. Вăл чи малтанах "АСК- Елчĕк" хуçалăхăн çĕр улми хирне чарăнчĕ.

Асăннă агрофирма пирки çакна каламалла: кăçал унта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1130 гектар çинче акса хăварнă, çĕр улми лаптăкĕ - 240 гектар. Выльăх валли апат хатĕрлемелли культурăсем 20 гектар йышăнаççĕ. Хуçалăхра ĕççи вĕçленсе пырать темелле. Хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас тата кĕрхи культурăсем акас енĕпе ĕçлеççĕ. Олег Алексеевич çĕр улми упракан вырăна та çитсе курчĕ, унта агрофирмăн ĕçченĕсемпе курса калаçрĕ.

Регион ертÿçи малалла "Канашгазçулсервис-1" организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти çамрăк-ха, ăна туллин ĕçлеттерсе ярсан тата 10-15 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Кунта çут çанталăк чулĕнчен хатĕрлекен минерал гранулăпа тата порошокпа Мускав-Хусан М-12 трассăна тунă çĕрте усă курĕç. Республика ертÿçин тепĕр чарăнăвĕ "Промсервис" предприяти пулчĕ. Кунта халăх хуçалăхĕнче усă куракан хатĕрсем - крахмал реагенчĕсем, биополимерсем тата ыттине туса кăлараççĕ. Кăçал "Промсервис" никĕсĕ çинче модифициленĕ крахмал туса кăларакан цех хатĕрленĕ. Шăпах çав цеха уçма хутшăнчĕ те Олег Николаев. Çул çÿревре республика ертÿçипе пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, ЧР промышленноçпа энергетика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Кондратьев, яваплă ытти çынсем пулчĕç.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: