Комментари хушас

11 Авăн, 2021

Ҫӗмӗрле хулин ҫуралнӑ кунӗнче - газ та, ҫӗнӗ лапам та

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Çӗмӗрле хули 105-мӗш хут çуралнӑ кунне паллӑ турӗ.

Савӑнӑçлӑ пулӑмпа саламлама сумлӑ хӑнасем пысӑк йышпа килсе çитрӗç: республика Пуçлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, ЧР Правительство Председателӗн заместителӗ-вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, ЧР Правительствин Председателӗн заместителӗ-строительство министрӗ Павел Данилов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Мельников, Шупашкар хула Пухӑвӗн депутачӗ Виктор Горбунов тата ыттисем.

Çӗмӗрле çуралнӑ кунне сумлӑ паллӑ тӑвать. Хулара, çӗршыв шайӗнчи программӑпа усӑ курса, çуртсем патне газ тӳлевсӗр илсе пыма пуçланӑ. Чи малтан çак пулӑшупа Касаткинcен çемйи усӑ курчӗ. Хӑнасем кил-йыша саламласа газ евӗр хатӗрленӗ тортпа сӑйларӗç. Кил хуçисем тин кӑна хута янӑ газ çинче туххӑмрах техӗмлӗ чей вӗретрӗç.

Çуралнӑ кунӗ тӗлне хула татах капӑрланнӑ. "Камчатка" текен хутлӑх "Хӑтлӑ хула" программӑпа килӗшӳллӗн аталанса хута кайнӑ.

Çак программӑпа усӑ курса шӑпах çуралнӑ кунра çӗнӗ лапам уçӑлчӗ. Хула аталанӑвне никӗсленӗ А.Речнова халалларӗç ӑна.

Çӗмӗрле Пӗтӗм Раççейри пӗчӗк хуласен аталанӑвӗн 5-мӗш конкурсне хутшӑнса çӗнтернӗ, 70 млн тенке тивӗçнӗ. Укçа-тенкӗпе Хула тӗп паркне хӑтлӑлатма усӑ курӗç.

Çaк вырӑнсене йӑлт курса çӳренӗ хыççӑн хӑнасем хула çуралнӑ кунне халалланӑ уява хутшӑнчӗç.

www.hypar.ru Маргарита Ильина сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: