Комментари хушас

17 Авăн, 2021

«Хыпар» 102-103 (27835-27836) № 17.09.2021

«Тĕрĕллĕ чăваш кĕпине тăхăнатăпах»

«Пурнăç çав тери хитре тата тĕлĕнмелле хаклă пулнине пур çын та ăнланмасть… Начарри пулсан кăна ăна хаклама пуçлатпăр. Инкек-синкек, хуйхă тӳсме тивсен çеç Турра аса илетпĕр, чиркĕве çул хыватпăр. Çак амак ман çума çыпăçиччен усал шыçă çинчен эпĕ нимех те пĕлмен. Вăл йывăр, вĕлерекен чир пулнине кăна чухланă. Тăвансенчен ракпа никам та чирлемен, çавăнпа вăл манăн пулма пултарасси çинчен шухăшламан…» — чунне уçрĕ Мария.

Упăшка ман çине хăпарса тăрса сикетчĕ

Чире тупса палăртнă чухне эпĕ 49 çултаччĕ. Ун чухне мăшăрăмпа ялта пурăнаттăм. Маларах шкулта кĕçĕн классене пĕлӳ параттăм. Çурт лартас тесе упăшка Мускава ĕçлеме çӳретчĕ. Килте 3-4 ĕне, пăрусем тытаттăмăр. Выльăх-чĕрлĕх нумаййипе ĕлкĕрме çукчĕ. Шухăшларăм-шухăшларăм та — шкулта ĕçлеме пăрахрăм. Ахаль те пахча çимĕç туса илесси, выльăх апачĕ хатĕрлесси йăлтах ман çине тиеннĕччĕ. Кĕтĕвне çу каçа темиçе кун та пăхма тиветчĕ. Юрать, Шупашкарта пурăнакан ывăлăмпа хĕрĕм килсе пулăшатчĕç.

Вĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ. Мăнукăмсем те пур. Мăшăрăма Гришăна юратсах качча тухрăм. Каччă чухне лайăх пекчĕ вăл, çепĕççĕн калаçатчĕ. Анчах ун чухне эрех ĕçсен вăл епле усаллине пĕлме пултарайман çав… Мускавран килсен пур нухрата та мана тыттармастчĕ. Хăйĕн валли, юлташĕсемпе хăналанма хĕстерсе хăваратчĕ. Эрех ĕçсе килсен чăмăрне хытарса кăшкăрашма пуçлатчĕ: «Эпĕ çук чухне эсĕ ялти арçынсемпе асса пурăнатăн. Намăссăр!» — тетчĕ. Вăл кайсан кăвакартнă куçпа çӳреттĕм… Питрен çапнине тӳсме пулать-ха. Хушăран хырăмран, черчен вырăнтан тапатчĕ е çывăрнă чухне ман çине хăпарса тăрса сикетчĕ… Çав таранччен мĕншĕн тӳснĕ тетĕр-и? Урăлсан чĕркуçленсе каçару ыйтатчĕ, килти ĕçсене тума чупса пулăшатчĕ… Апла пулин те ӳтри суран тӳрленетчĕ, чунри вара юлатчĕ… <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Юлнă çÿçе хамах йĕре-йĕре касрăм

«Хими терапийĕн пĕрремĕш курсĕ хыççăн мана çав тери йывăр пулчĕ. Апат анмастчĕ, пĕрмай хăстаратчĕ. Виççĕмĕш кунхинех çӳç вăйлă тăкăнчĕ. Тухтăрсем кун пек пуласса малтанах ăнлантарнăччĕ пулин те çакна йышăнма йывăрччĕ. Ывăла çӳçе машинкăпа касма ыйтрăм. «Анне, ан çиллен, эпĕ сана шакла курма хатĕр мар», — терĕ вăл.

Вара тĕкĕр умне лартăм та юлнă çӳçе макăра-макăра хамах касрăм», — чуна çӳçентерсе каласа кăтартрĕ Лена. Усал шыçăпа чирличчен вăл пурнăç илемне кăна мар, тавралăх хитрелĕхне те тивĕçлипе хаклама пĕлмен. Йывăр чире парăнтарсан тин çут çанталăкпа туллин киленме, унăн кирек хăш вăхăтне те виçесĕр юратма тытăннă.

Гинеколог ним япăххине те курман

— Ачалăхăм ялта иртрĕ. Эпир çемьере пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр. Аппапа, виçĕ шăллăмпа мĕн пĕчĕкренех туслă çитĕнтĕмĕр. 8-мĕш класчен ялти шкулта вĕрентĕм. Кукаçи вилсен аттепе анне мана кукамай патне пурăнма ячĕç. Унти пĕлӳ çуртне çӳрерĕм, ватă çынна кил-тĕрĕшре пулăшрăм. Шкул пĕтерсен Çĕрпĕве çĕвĕçе вĕренме кайрăм. Виçĕ çул ăс пухнă хыççăн яла таврăнтăм.

Савни шыраса айккине кайман эпĕ. Шăпа кӳршĕ ял йĕкĕчĕпе пĕрлештерчĕ. Çемье чăмăртарăмăр. Качча кайсанах колхозăн çĕвĕç лаççинче ĕçлерĕм. Икĕ ывăл çуратрăм. Асли халĕ — Шупашкарта, кĕçĕнни хальлĕхе ялтах пурăнать-ха. Хĕр шыраса виççĕмĕшне те çуратма шухăшланăччĕ. Шел те, алла хĕрача тытаймарăм. 2006 çулта ывăлсене хула кăтартма Шупашкара кайнăччĕ. Çие юлнă çĕртенех амалăхран юнлă шĕвек анатчĕ. Çапла пĕр-икĕ уйăх та çӳрерĕм.

Район больницинчи гинеколог йăлтах йĕркеллĕ тенĕрен нимĕнле иккĕленӳ те çуралмарĕ. Эпĕ япăххи пирки шухăшлама та пултарайман. Аппа УЗИе кайма хушрĕ. Ăна тутарнă хыççăн мана васкавлă медпулăшу машинипе тӳрех больницăна илсе кайрĕç, операци тумаллине пĕлтерчĕç. Упăшка ачасемпе яла кайрĕ. Операци хыççăн тухтăрсем çие юлнă тĕпренчĕкĕм /вăл амалăхра аталанман/ çĕрме пуçланине пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн инфекци юна ан лектĕр тесе кунне çичĕ тĕрлĕ укол турĕç. Тавах Турра, чĕрĕ юлтăм.

«Йăмăкăм, сансăр мĕнле пурăнăпăр»

Усал шыçă пирки эпĕ нихăçан та шухăшламан. Çĕнĕ çĕре ĕçлеме вырнаçни çулталăк та çитменччĕ — сиксе-чупса çӳренĕ çĕртех йывăр чир килсе лекрĕ. Манăн амалăхра миома ӳснĕччĕ. Çĕнĕ çулччен ăна кăтартма больницăна çитмеллеччĕ. Васкамарăм, уяв иртсе каясса кĕтрĕм. Йышăнăва çитсен гинеколог хытă вăрçрĕ: «Кăкăрна мĕншĕн йăваласа пăхмастăн? Кунта санăн мăкăль пур», — терĕ. Чăннипех те, кăкăр пуçĕ çумĕнче пăрçаран пысăкрах мăкăль палăратчĕ. Çакăн хыççăн виçĕ кун тĕрлĕ УЗИе чуптарчĕç. Кайран Шупашкара ячĕç. Кăкăрти мăкăльтен пункци турĕç. Вăл усал шыçă пулмасса шантăм. Шел те, тухтăрсем «рак» терĕç.

Çӳç-пуç тӳрех вирелле тăчĕ. Питĕ хытă пăлхантăм, депрессиех кĕрсе ӳкрĕм. Малтан нимĕнле больницăна та текех ура ярса пусмăп тесе шухăшланăччĕ. Манăн усал шыçă иккĕмĕш тапхăра куçнă. Операци тумасан метастаза сарăлас хăрушлăх пысăкчĕ. Аппа ӳкĕте кĕртме пултарчĕ. «Йăмăкăм, сансăр мĕнле пурăнăпăр? Çийĕнчех операци тусан чире парăнтарма май пур», — терĕ икĕ аллăма чăмăртаса.

Кăкăра касса илме ирĕк патăм. Пĕр пытармасăр каласан, ун чухне çемьери лару-тăру йывăрччĕ. Мăшăрăм хавхалантармарĕ. Шăп çавăн чухне ывăлăм аварие çакланчĕ. Çăмăл машинине хамăрах туянса панăччĕ. Пăтăрмаха пула аслă пĕлӳ илнĕ çĕртенех вĕренме пăрахса ĕçлеме каймашкăн тиврĕ. Аппа кредит илсе пулăшрĕ, унсăрăн эпир çак йывăр лару-тăруран тухаяс та çукчĕ. Кредит тӳлеме укçа çитерейменнишĕн темĕн чухлĕ кулянтăм. Анне чĕри çапла ĕнтĕ вăл, хам йывăр чирлине пĕлнĕ çĕртех ачасемшĕн çунтăм. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Фермер укçа лайăх тÿлет»

Хавхаланса калаçрĕ Çĕнĕ Шупашкартан пынă студент

Авăнăн 16-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеевăн хресчен- фермер хуçалăхĕнче мĕн пур культурăна пухса кĕртнĕ. Ертӳçĕрен ăнăçу историйĕпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштарма ыйтрăмăр.

Сутма юрăхлине кăна пуçтараççĕ

Унта иртнĕ юнкун пулса кĕрхи ĕçсемпе паллашрăмăр. Юлашки гектар çинчи çĕр улмине пухса çеткăсене тултаратчĕç. Ку ĕçре Октябрьски ял тăрăхĕнче пурăнакансем, йышра ветерансемпе çамрăксем те пурччĕ. Вĕсен хушшинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан ятарласа килнĕ студентсене те куртăмăр. «Тагеев укçа лайăх тӳлет, — терĕ спутник хулара вĕренекен çамрăк. — Çавăнпа пулăшма килĕшрĕм».

60-70 çулсенчисемпе калаçатăп. «Килте ĕçсĕр ларса ывăнатпăр, — терĕ «Октябрьский» совхоз хăмлине 25 çул пухса кĕртнĕ пенсионерка. — Тагеев ĕçе йыхравларĕ те — хапăл тусах килĕшрĕм. Уйра куллен 40- 50-ăн ĕçлерĕмĕр, çумăр куллен лӳшкеме пуçличчен сутма юрăхлине пĕтĕм лаптăкра пуçтарса илтĕмĕр».

Çынсем йывăрлăхран хăраман, фермер укçа лайăх тӳленĕрен ĕçе çине тăрсах хутшăннă. Михаил Тагеев кашни кун тӳлевсĕрех апатлантарни те вĕсене сивĕ çилпе çумăра пăхмасăр вăй хума хавхалантарнă. Авă, хĕрарăмсем тултараççĕ, вăй питти арçынсем çеткăсене кузов çине йăтаççĕ. Çав хушăрах ял хыпарĕсене те сӳтсе яваççĕ, шӳтлекелеççĕ — уйра кулăш татăлмасть. «Пирĕн ял тăрăхĕнче пĕр ял хуçалăх организацийĕ те çук. Фермерсенчен ура çинче çирĕп тăраканни те Тагеев çеç, — терĕç. — Тавах фермера ял-йыша ĕçпе тивĕçтернĕшĕн, укçа ĕçлесе илме май туса панăшăн».

Фермер «иккĕмĕш çăкăра» кăларнă чухнех сутма тытăннă. «Паянхи кун тĕлне вырнаçтарманни 70 тонна çеç, — пĕлтерчĕ вăл. — Инçетри предприниматель ыйтнипе ăна сутма тăхтаса тăратпăр. Хĕл каçарма пĕр тонна та хăвармарăмăр, пĕтĕмпех сутрăмăр. Тĕрлĕ хакпа кайрĕ. Пытармастăп: çу уй-ăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕчченех çумăр çуманран тухăçĕ пысăках мар».

Автомашинăсене тиесе уйран потребительсем патне ăсатнă. «Пахине çеç пуçтарăр, копалка каснине, чирлине, симĕссине, çĕрĕккине ан илĕр, стандарта ларманнине суту-илӳ организацине вырнаçтараймастпăр», — тесе асăрхаттарсах тăтăм, — палăртрĕ фермер. — Сирĕнпе калаçнă хушăра та пахалăха тивĕçтерессишĕн ĕçе лайăхрах йĕркелеме тиврĕ».

Стандарта тивĕçтерменнине пухса илнĕ хыççăн вĕтти, касăлни-çурăлни е симĕсси пайтах выртса юлнине асăрхарăм. «Ăна пуçтарса крахмал заводне леçсен тупăшран ытла тăкак куратпăр, çавăнпа пухмастпăр», — ăнлантарчĕ фермер.

Çĕр улми лаптăкне иртнĕ çулсенче нумай хуçалăхра пĕчĕклетрĕç. Михаил Тагеев фермер вара пысăклатса 100 гектара çитерчĕ. Районта кун пек пысăк лаптăкра нумай çул туса илмен. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Сухайкассине пурăнма куçасшăн

«Эпир ялта çуралса ӳснĕ, çавăнпа вăл пирĕншĕн çывăхрах. Чун ялаллах туртать», — тет Канаш районĕнчи Сухайкасси шкулĕн директорĕ Сергей Николаев. Вăл хальлĕхе çемйипе Канаш хулинче пурăнать. Николаевсем Сухайкассинче çурт хăпартнă, ăна туса пĕтерсе хăтлăх кĕртсен вĕсем яла куçасшăн.

Хуларинчен те хăтлăрах

Сухайкасси Канаш хулинчен инçех мар, 4 километрта вырнаçнă. Сергей Вячеславович унти шкулта 8 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Арçынна яла куллен хăйĕн машинипе ĕçе çӳреме кансĕр мар паллах. Çапах Сухайкассинчи урамсем, картишсем, тавралăх çулсерен мар, уйăхсерен тенĕ пек хăтлăланнине асăрханăран Николаевсем çемйипех яла куçма шухăш тытнă. Çулсен пысăк пайне хытă сийпе витни, кашни урамрах ача-пăча вăйă лапамĕ пурри /хăшĕсенче пĕрре çеç те мар/, çĕнĕ спорт площадки уçни, евроконтейнерсем лартни, Çĕнтерӳ паркĕпе аллейине хăтлăх кĕртни — çак тата ырă ытти улшăнăва пурте асăрхаççĕ. «Эпир хулара пурăнакан çурт картишĕ кивĕ тееймĕн, анчах хăтлăх тĕлĕшĕнчен вăл Сухайкассинчине çитеймест. Ялти пурнăç чылай кăсăклăрах», — чунне уçрĕ арçын. Ăна ку ялта юлашки çулсенче вунă ытла пĕвене тасатса юсани, вĕсенче пулă ĕрчетни килĕшет. «Вĕсем пирĕн çуртран инçех те мар. Пушă вăхăт пур чухне ывăлсемпе пулă тытма каятпăр. Питĕ меллĕ», — терĕ Сергей Вячеславович.

Вăл Канаш районĕнчи Вăтакас Кипечре çуралса ӳснĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухсан ялти шкулта социаллă педагогра, географи учителĕнче ĕçленĕ. Çемьере виçĕ ывăлтан асли пулнăран Сергей Вячеславович уйрăлса тухмаллине аван ăнланнă, çавăнпа Канашра икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туяннă. Хулара пурăннă, Вăтакас Кипечри шкула ĕçлеме çӳренĕ. Паллах, амăшне пахча çимĕç туса илме, кил-тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлама пулăшнă. Канмалли кунсенче тăван ялне кайнă. Каярахпа ăна Сухайкасси шкулне куçарнă. Унта географи вĕрентнипе пĕрлех вăл директор çумĕнче те тăрăшнă. Пĕлтĕр ăна директора лартнă.

«Çапса лартнă шуруп пăрса кĕртнĕ пăтаран лайăхрах», — Сергей Вячеславович çакăн пек девизпа ĕçлесе пурăнать. Сухайкассинче çурт лартма шухăш тытсан вăл унта çĕр лаптăкĕ илнĕ. Пӳрт мĕнле пулассине йăлтах хăй шутласа палăртнă: «А»-ран пуçласа «Я» таранах. «Мансардăна шутласан икĕ хутлă вăл. 100 ытла тăваткал метр лаптăк йышăнаканскерте икĕ ывăл, мăшăрпа иксĕмĕр валли уйрăмшар пӳлĕмсем пулĕç. Арăм кухньăна пысăк тунипе кăмăллă. Çурта хамăр вăйпа çулталăк хăпартрăмăр, тăрă айне кĕртрĕмĕр. Хамăн пĕртăвансем, иккĕмĕш сыпăкри пиччесемпе шăллăмсем ĕçлесе пулăшрĕç. Халĕ тата газ, çутă, шыв кĕртмелле, шалти отделка ĕçĕсене пурнăçламалла. Пирĕн урам çĕнĕ, хальлĕхе кунта пĕр çуртра çеç пурăнаççĕ-ха. Ку урама газ кĕçех çитĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Сергей Николаев. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.