Комментари хушас

17 Авăн, 2021

Юбилей ячĕпе - курав

Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче "Праски Витти: живопиç, графика, эмаль" курав уçăлчĕ. Ăна РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виталий Петров /Праски Витти/ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.

Юбилей куравĕнче ÿнерçĕн 250 ытла произведенийĕ вырăн тупнă. Вĕсен хушшинче çĕнĕ ĕçĕ те чылай. Виталий Петрович монументпа декоративлă ĕçсен /мозаика, витраж, керамика/ авторĕ пек паллă. Картинисем тĕрлĕ çĕршыври куравсене хутшăннă.

Паллă ÿнерçе паллă самантпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Олег Алексеевич шухăшĕпе, Виталий Петрович тăван халăхăн мухтавлă çыннисенчен пĕри. Чăнах та, эпир унпа тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: