Комментари хушас

21 Авăн, 2021

Юрӑ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Халӑх юррине шӑрантаракансен Ираида Вдовина ячӗллӗ "Ай, юрлар-и!" конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Республикӑри 14 районтан пурӗ 53 юрӑҫ тата 14 коллектив хутшӑннӑ, Питӗрти юрӑ ӑстисем те пултарулӑхӗпе тупӑшнӑ.

Музыка пӗлӗвӗ илменнисен номинацийӗнче Вӑрнар районӗнчи Раиса Малова тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Леонид Абрамов ҫӗнтернӗ.

Музыка пӗлӗвӗ илнисен номинацийӗнче Красноармейски районӗнчи Антонина Никоноровӑна ҫитекен пулман.

Музыка шкулӗсен студенчӗсен хушшинче Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин 4-мӗш курс студенчӗ Николай Ильин 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Гран-припе вара Муркаш районӗнчи Людмила Мироваевӑна чысланӑ.

www.hypar.ru

Рубрика: