Чăваш Енре — Новоуральск театрĕ
«Пысăк гастрольсем» федераци программи пурнăçланнă май Чăваш Ене Свердловск облаçĕнчи Новоуральскри пукане театрĕ килсе çитнĕ.
Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Урал тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем Чăваш патшалăх пукане театрĕнче виçĕ спектакль: «Черная курица или Подземные жители» /А.Погорельский юмахĕ тăрăх/, «Мишка косолапый» /А.Мирошкин/, «Про Дюймовочку» /Н.Шувалов/ кăтартĕç.
Çав вăхăтрах пирĕн пуканеçĕсем те çак кунсенче гастроле Новоуральск хулине кайнă. Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем «Спящая КАРсавица» /С.Дорожко/, «Умка» /Ю.Яковлев/ спектакльсене кăртартĕç. Кунпа пĕрлех Свердловск çĕрĕ çинчи куракана Петĕр Хусанкай çырнă «Кăвакарчăн» мюзиклпа та паллаштарĕç. Наци чĕлхипе хатĕрленĕ ĕçе илсе кайни ахаль мар. Çак кунсенче Екатеринбургра Чăваш культурин кунĕсем иртеççĕ.