Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Александра Васильева çĕнтерчĕ

Канаш хулинчи Культура керменĕнче пуçласа «Çулталăк вĕренекенĕ - 2013» конкурс иртрĕ. Унта хулари вăтам шкулсенче вĕренекенсем çиччĕн хутшăнчĕç. Вĕсем - Ксения Филиппова, Айза Салахова, Юлия Федорова, Татьяна Кудряшова, Александра Васильева, Анастасия Калинина тата Венера Ильина.

Вĕренекенсем хула администрацийĕн вĕрентÿ пайне портфолио тăратнă. Унта - конкурса хутшăнаканăн анкети, иртнĕ вĕренÿ çулне мĕнле вĕçленнин кăтартăвĕсем, рецензисем, юлашки виçĕ çулта çĕнсе илнĕ дипломсем, грамотăсем, ытти награда. Шăпах çавсене пăхса тухса тивĕçлĕ балсем пачĕç.

Тĕрĕслевĕн куçăн иртекен турĕнче çамрăксем вĕренес пултарулăхĕнчи лайăх енĕсене, çитĕнĕвĕсене сцена çинче кăтартрĕç. Вĕсене пулăшу ушкăнĕсем хавхалантарчĕç. Хăйсен кăмăл еккине кăтартса ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

Конкурссен кăтартăвĕсем тăрăх чи пултарулли 5-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра пĕлÿ илекен Александра Васильева пулчĕ. Ăна «Çулталăкри вĕренекен - 2013» хăю çыхса ячĕç. Саша - пĕрремĕш класранпах вĕренÿ отличникĕ. Предмет олимпиадисенче, ăс-тăн вăййисенче темиçе хутчен те призерсен йышне кĕнĕ. Шкулта пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмест. Ташлама ăста. Конкурсра залри халăхпа флешмоб ирттерсе тĕлĕнтерчĕ. Пурте ташларĕç: кам - сцена çинче, кам - ларкăч умĕнче.

Саша вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтересшĕн, пĕр-пĕр пысăк хулари институтра техника аслă пĕлĕвĕ илес ĕмĕтлĕ.

- Инженер е технолог специальноçĕсемпе ĕç тупма çăмăлрах, вĕсем кирек ăçта та хисепре, кирлĕ çынсем, - тет Александра Васильева.

 

Виталий АЧЧА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.