Комментари хушас

26 Юпа, 2021

Каллех куç умне ачалăх тухса тăчĕ

Журналист пурнăçĕнче мана ĕнер самаях ăнчĕ: Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозăн лаши витинче пулса курнă xыççăн нумай çул каяллахи телейлĕ те савăнăçлă ачaлăx таврăнчĕ.

Эпир, 1970 çулсенче çуллахи каникулсенче колхоз-совхоз уй-хирĕпе ферминче ĕçлесе ÿснисем, ĕç кунне куллен лаша витинче лаша кÿлнинчен пуçланă. Ун чухне шкулта пĕлÿ илекен ачасен хушшинче лаша кÿлме пĕлменни пулман, лаша айне кĕрсе каякан шăпăрлансем те аслисемпе танлашма хăтланса тилхепе-чĕлпĕре тытассишĕн алă тăcнă, пĕрремĕш-иккĕмĕш класра чухне лаша кÿлме вĕреннĕ. Вĕренейменнисенчен тантăшĕсем кулнă.

Лаша кÿлсе хуçалăx ĕçне тăвакан ача хăйне аслисемпе тана хунă, укça ĕçлесе илнĕ, йывăрлăxceне cирнĕ. Кĕcкен: лаша вити иртнĕ ĕмĕрте хресчен пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннă, лаша тыр-пул туса илме, кил хуçaлăхĕнчи пĕтĕм ĕçe тума пулăшнă.

1990 çyлсенчен пуçласа ăна ял хуçaлăx производствинчен техника тĕртсе кăларчĕ. Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозра вара лашасeне пĕтермерĕç, xалĕ те хуçaлăxра усă кураççĕ. Вĕceм ял-йыша, ачасене пушшех, савăнтараççĕ.

Картишри урхамахсене ытараймасăр пăxнă май куç умне каллех ачалăx - шăрăх кун, кăнтăрлахи апат вăxăтĕнче, хиртен яла урапапа улăм турттаракан ачасем лашасем çине сиксе ларса пĕвене шыва кĕртме сиккипе чуптарни - тухса тăрать.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем