Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Шăнакан чернилтан - интерактивлă хăма таран

Шурă кĕпеллĕ, тĕттĕм сăрă костюмлă каччăсем - аслă класра вĕренекенсем - шкул алăкĕ умĕнче: «Ырă кун, иртсемĕр», - тесе кашни хăнана ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Çапла уяв техĕмне Шупашкар районĕнчи Ишексем алăкранах туйтарма пултарчĕç. Шалалла кĕретĕн те куçа тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă-чечекпе пĕрлех стендсемпе стена хаçачĕсем тыткăнлаççĕ. Вĕсенче - Ишек шкулĕн ят-сум çĕнсе илнĕ выпускникĕсем, ветеран педагогсем, тава тивĕçлĕ вĕрентекен ятне илнисем, пĕлÿ çурчĕн историйĕн материалĕсем... Республикăра чи малтан йĕркеленнĕ вăтам шкулсенчен пĕри чÿк уйăхĕнче 170 çул тултарчĕ.

Юбилей... Никĕсленсе паянхи куна упранса çитнĕ шкул ас тăвăмра мĕн чухлĕ пулăма, мĕн чухлĕ çын ятне хăварнă. Иртнине пĕлмесĕр пуласлăха çул хывма çук тетпĕр. Сиркелер-и эппин пĕрле Ишек шкул историйĕн страницисене?

...1843 çулта асăннă ялта патшалăх пурлăхĕн министерстви пуçарнипе прихут шкулне уçнă. Шел, укçа-тенкĕ çитменрен ăна 10 çултан хупма тивнĕ. 1856 çулта Спиридон Михайлов хресчен ачисен хутне кĕрсе, вĕсене хутла вĕрентмеллине çирĕппĕн палăртса статья çырнă. Çавăн хыççăн Ишекре пĕлÿ парас ĕçе çĕнĕрен пикеннĕ. Чи малтанхи вĕренÿ кĕнеки Спиридон Михайлович хатĕрленĕ чăвашла букварь пулнă.

1872 çулта чиркÿ-прихут шкулĕ уçăлнă. Тăхăр çултан ăна земство училищин статусне панă. ...1888 çулта Хусан епархийĕн чиркÿ-прихут шкулĕ патшалăх пурлăхĕ шутланма тытăнать. Çавăн хыççăн вăл ку хутлăхра тĕслĕх учреждени пулса тăрать.

...1896 çулта Ишекри тата Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕсен хорĕ Чул хулара Пĕтĕм Раççей куравĕнче юрлать. Унта II Николай император та мăшăрĕпе Александра Федоровнăпа пулнă. Чăвашла юрланине илтсен вăл «артистсене» мухтанă.

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Ишекре турăшсем ÿкерекенсене вĕрентсе хатĕрленĕ, хĕрсен шкулĕ пулнă, вĕрентекенсен курсĕсене йĕркеленĕ. 1918 çулта правительство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ çуртне чиркÿрен уйăрнă. 1932 çулта асăннă заведени «Районăн колхоз çамрăкĕсен Ишекри тĕслĕх шкулĕ» ята тивĕçнĕ. 1943 çулта кунта Ленинградри ача çуртĕнчен эвакуациленĕ воспитанниксене вĕрентме пуçлаççĕ, ятарласа вырăс класĕ уçаççĕ. 1975-1976 çулсенче шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартаççĕ. Кирпĕчрен вăл, икĕ хутлă /паян ачасем шăпах çак çуртра пĕлÿ илеççĕ/, 640 вырăнлăх.

Ишек шкулĕн историйĕ кăсăклă пулăмсемпе пуян. Кунта паллă çынсем час-часах килсе çÿренĕ. 1898 çулта, сăмахран, Хусан архиепископĕ Арсений, Хусан кĕпĕрнин халăх училищисен директорĕ А.С.Никольский, Г.М.Вишневский инспектор пулнă. Революцичченхи вĕренекенсен йышĕнче Тарас Кириллов публицист, Тимофей Терентьев литератор, Иван Мучи çыравçă пулнă. Вăл вăхăтра Ишеке вĕренме Чикме, Йĕпреç, Етĕрне, Çĕрпÿ уесĕсенчен чăвашсем килнĕ. Пĕр вăхăт шкула /аслă классене/ ачасене экзаменри паллăсене пăхса йышăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче вĕренÿпе воспитани ĕçне тĕслĕх шайне çитернĕрен шкула СССР çут ĕç министрĕн С.Бубновăн ятне панă. Чылай вăхăт районти, республикăри наука-практика конференцийĕсем, семинарсем, вĕрентекенсен канашлăвĕсем Ишекре иртнĕ. Опытпа паллашма кÿршĕ регионсенчен те килнĕ. Кунта тăтăшах пулас педагогсем практика ирттернĕ.

Истори никĕсĕнче яланах - çынсем. Шкула ертсе пынисен хушшинче чăн-чăн йĕркелÿçĕсем чылай. Вĕсенчен чи курăмлисенчен пĕри - Даниил Филимонов /1894-1899 çулсенче ĕçленĕ/ - чăваш çыравçи, архиепископ, педагог. Вăл пуçарнипе шкулăн çĕнĕ çуртне, хуралтăсем лартнă. Хура Çырма, Ырашпулăх, Çатра Марки ялĕсенче пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. Шкулăн паянхи кун ачасене йышăнакан çуртне хута ярассинче Николай Кузьмич Лахитов тÿпи пысăк, вăл Ишек шкулне 1967-1977 çулсенче ертсе пынă. Сăмах май, Лахитовсен династине малалла тăсакан хĕрĕ Марина Николаевна Васильева /хальхи вăхăтра - директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ/ паян çапла аса илет:

- Стройка хĕрсех пынă вăхăтра пиччепе иксĕмĕр пулас шкулта мăнаçланса утаттăмăр, хамăра валли пÿлĕм суйлаттăмăр. Темшĕн-çке иккĕмĕш хутри класра вĕренес килетчĕ. Çĕнĕ шкул уçăлчĕ: мĕн тери хитре, капмар! Ун пек столовăй, спортзал пирки ĕмĕтленме кăна пултарнă эпир!

Çирĕп йăласен йăви

Ертÿçĕ тенĕрен - Ишек шкулĕн тилхепине тытса пынă Геннадий Анисимов /1962-1967 çулсенче шкула ертсе пынă/ хальхи вăхăтра - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс чĕлхи кафедрин ертÿçи, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Юбилее халалланă уява мăшăрĕпе Вера Илюхинăпа /ку шкулта физика вĕрентнĕ/ килсе çитнĕскер шкула хăйĕн чылай ĕçне - кĕнекисене - парнелерĕ. Ишекри вĕренекенсем чăвашла та, вырăсла та илемлĕ калаçнине палăртса вун пĕрмĕш класри хĕрсемпе каччăсене пĕлÿ пухма института йыхравларĕ.

Геннадий Алексеевич чĕлхе пирки каланăран-ши - уявпа саламлама килнĕ Сергей Ванюшкинăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - ял хуçалăх пайĕн ертÿçин сăмахне тимлĕ итлерĕм. Чăвашла яка та илемлĕ пулчĕ вăл: «Шкулăн - хăйĕн сывлăшĕ. Ăна вара вĕренекенсем, учительсем, ашшĕ-амăшĕ пĕрле тăваççĕ...» Вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Борис Романов çакна асăрхаса хăварчĕ: «Ишексем яланах çирĕпленнĕ йăласемпе палăрса тăнă. Кунта спорта аталантарасси, тавра пĕлÿлĕхпе кăсăкланасси, ĕçе хăнăхтарасси вĕрентекенсемшĕн тĕп шăнăр шутланаççĕ. Малашне те çапла пултăрччĕ».

Шкул ертÿçисенчен пĕри, Галина Соловьева, халĕ те Ишек шкулĕнче вĕрентекенскер /пĕлÿ çак çуртĕнче аттестат илнĕ/ ăшшăн аса илчĕ:

- Шкулта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлетчĕç. Биологи вĕрентнĕ А.Дюма, сăмахран. Участокра мĕн тĕрлĕ чечек, пахча çимĕç, улма-çырла ÿсместчĕ! Мăн хăяра /кабачока/, патиссона чи малтан çакăнта курнă эпĕ. Шкул ачисем те çĕр ĕçĕпе нумай аппаланатчĕç. Районти тĕслĕх участокчĕ пирĕн. Е тата Н.Смелов математика аса илсен... Фронтран сылтăм аллисĕр таврăннă. Сулахаййипе çырма хăнăхнăччĕ. Йывăрлăха çĕнтерме вĕреннĕскер ачасенчен те çирĕп ыйтатчĕ.

Уявра тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. Çапах та Надежда Кудрганова ĕç ветеранĕн тĕлĕнĕвне те палăртса хăварам:

- 60 çул каялла эпĕ пĕрремĕш класа кайнă. Пир сумкăпа, çăпатапа... Паянхи шкул ачисем çине пăхсан - чун савăнать. Акă сцена çине мĕн тĕрлĕ хитре костюмсемпе тухаççĕ - куç-пуç алчăраса каймалла, пултарулăх çуккин те юрлама-ташлама чĕнсен чĕри йăшăлтатмалла. Сивĕ класра чернил шăнса ларнă самана иртнĕшĕн хĕпĕртетĕп.

Пурнăç таппинчен юлмасăр

XXI ĕмĕрте вăтам шкул мĕнле пурăнать? Пахалăхлă пĕлÿ парас тесе тăрăшать кунти 20 вĕрентекен. Кашниех хăйĕн аталану программине йĕркелесе хатĕрленĕ: ăна пăхăнса ĕçлет. 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче Ишеке 8 ялтан 111 ача ăс пухма çÿрет. Шкул автобусĕ «ютран» килекен ачасене куллен урока тĕрĕс-тĕкел çитерет, киле леçет. Пĕлÿ çурчĕн администрацийĕ /хальхи вăхăтра шкул директорĕ - Наталия Кольцова, вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ/ вĕренекенсем хăтлă, пурлăхпа техника енчен пуян пÿлĕмсенче ăс пухчăр тесе тăрăшать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ кунта. Спорт секцийĕсен занятийĕсене тăтăш ирттернипе пĕрлех ачасен апатланăвĕ пирки те тимлĕхе çухатмаççĕ. Сăмах май, апатланмăша нумаях пулмасть тĕпрен юсанă. Поварсем вĕри апата çителĕклĕ калориллĕ хатĕрлемеççĕ.

Республика, район анлăшĕнче шкул тĕрлĕ енĕпе хастар. Çул çитмен ачасен çуллахи ĕç бригадине ырăпа асăнса хăварам. Район конкурсĕнче Ишексен бригади тăватă çул мала тухать. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче вара - республикăра иккĕмĕш вырăнта. Шкулта театр кружокĕ /ертÿçи - Л.Александрова/ ăнăçлă ĕçлет. Районта çакнашкал ушкăнсен ăмăртăвĕнче - яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Чăваш Енри чи ватă шкулсенчен пĕри малашне те хăйĕн ырă йăлисене тытса пырасса шанатпăр. Светлана Михайлова-Ефимова пек артистсем, Надежда Тонина пек спортсменсем, Юрий Илюхин пек юрă-кĕвĕ ăстисем, Фадей Константинов пек общество хастарĕсем, Александр Миронов пек инженер-летчиксем, Николай Фомиряков пек тавра пĕлÿçĕ-академиксем /кусем Ишек шкулĕн паллă выпускникĕсенчен пĕр пайĕ кăна!/ татах та нумай вĕренсе тухчăр.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.