Комментари хушас

29 Чÿк, 2021

Ачаллă çемьесене малашне те пулăшĕç

Иртнĕ эрнере Патшалăх Канашĕ республикăн виçĕ çуллăх бюджетне ырланă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал бюджета пĕлтĕрхинчен икĕ эрне маларах йышăннине палăртнинчен пуçларĕ. Эппин, çитес çулхи ĕçсене хатĕрленме тытăнмашкăн вăхăт пысăкрах пулĕ. Çавна май вăл 2022 çул валли палăртнă проектсемпе çыхăннă контрактаци ĕçĕсене ырана хăвармасăр пуçăнмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку вĕсене пурнăçласси тăсăлса каясран сыхланма пулăшĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ темăсен тишкерĕвне вара ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ачаллă çемьесене пулăшас ыйтуран пуçларĕ — 3-7 çулсенчи ачасемшĕн паракан тӳлевсем çинчен сăмах пуçарчĕ. Патшалăх пулăшăвĕ, вăл палăртнă тăрăх, чăннипех пысăк. 2021 çулта республика бюджетĕнче çакăн валли 3,5 миллиард тенкĕ патнелле пăхса хăварнă — 2020 çулхинчен 64% пысăкрах.

Ака уйăхĕнчен тытăнса çак пулăшăва адреслă — çемьесен çын пуçне тивекен вăтам тупăшне кура — тунă. Апла пулин те Чăваш Енре 18 пин ытла ачашăн тӳлеве туллин, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ, парассине çирĕплетнĕ. Укçана халь социаллă казначейство формачĕпе уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ашшĕ-амăшĕнчен пĕр заявлени кăна кирлĕ. Олег Николаев патшалăхăн çемьесене тĕревлемелли политики тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалли çинчен пайăррăн каларĕ: «Хавшак сыпăксене çиеле кăлармалла, вĕсем пирĕн полномочисен шутне кĕреççĕ пулсан ĕçсене регион шайĕнче малалла тăсмалла. Федераци шайне тивĕçлĕ сĕнӳсемпе тухмалла».

www.hypar.ru