Комментари хушас

20 Раштав, 2021

Мониторинг çителĕксĕр – хаксене витĕм кӳме тăрăшмалла

Хаксен теми ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тĕп вырăнта пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев мониторинг йышши мероприятисемпе кăна çырлахма юраманнине пусăм тусах палăртрĕ: хаксене витĕм кӳмелли патшалăх политикине палăртмалла.

Канашлу вара федераци региона бюджет ĕçченĕсене тӳлеме панă 305 миллион ытла тенкĕлĕх дотаципе мĕнле усă курнине тишкернинчен пуçланчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, тивĕçлĕ мониторинг ирттернĕ, хăш министерство валли миçе миллион тенкĕ уйăрни уçăмлă — «укçа мĕн пур критерипе çыхăннă тӳлевсене тивĕçтерме çителĕклĕ». Пĕтĕмпе кăçал бюджетниксене тӳлеме бюджетран 13,7 миллиард тенкĕ уйăрнă — пĕлтĕрхинчен 11,9% нумайрах пулмалла».

Михаил Геннадьевич бюджет тăкакĕсемпе çыхăннă ытти саманта та çутатрĕ. Калăпăр, резерв фончĕн укçи. Вăл коронавируспа кĕрешмелли ĕçсем валли кăна кайман. Муниципалитетсене пулăшас тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Министр каланă тăрăх, 25 муниципалитет хăйсен тупăшне пысăклатнă. Чи пысăкки — Çĕмĕрле районĕн: тупăш 66% ытла хушăннă. Чи пĕчĕк ӳсĕм Улатăрсен — 5,9%. Шел, тупăша пĕлтĕрхинчен чакарнă муниципалитет та пур — Çĕмĕрле хули. Михаил Ноздряков муниципалитетсен вырăнти ыйтăвĕсене татса памашкăн тата 300 миллион тенкĕ уйăрассине çирĕплетрĕ. Çапла майпа кăçал вĕсене тĕревлеме яракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 1 миллиард тенке çитĕ — пĕлтĕрхинчен /650 миллион тенкĕ пулнă/ 1,5 хут пысăкрах.

Хуçалăхсен ял хуçалăх техники туянма кайнă тăкакĕсен 40% таран тăкакĕсене саплаштарма пĕлтĕр 443 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал чылай ытларах расхутланнă, анчах пăнчă лартман иккен. Министр хресченсемшĕн кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ: техника туяннипе çыхăннă заявка чылаййине кура асăннă тĕллевсем валли тата 409 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Пĕтĕмпе кăçал çак тĕллевсем валли уйăракан виçе 1160 миллион тенкĕпе /иртнĕ çулхинчен виçĕ хут нумайрах/ пулĕ. Хуçалăхсем, фермерсем туяннă техника шучĕ вара 1468 единицăпа танлашать.

Тепĕр çивĕч ыйту – газшăн тӳлемелли парăмсем. Ун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура сăмах пулчĕ.

Республика çивĕчлĕхе сирес енĕпе çине тăрать. Пĕлтĕр те бюджетран пысăк укçа уйăрнă, кăçал та муниципалитетсене вун-вун миллион тенкĕ панă. Халĕ тата 90 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Ăçта парăмсемпе çыхăннă суд хушăвĕсем пур — укçа чи малтан вĕсене тивĕçтерме кайĕ. Олег Николаев çак йышăнусене ырана хăвармасăр, çак эрнерех, пурнăçламалли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru