Комментари хушас

20 Раштав, 2021

Уйрăм институт аванрах

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов инфляци, хаксен ыйтăвĕпе доклад турĕ.

Чӳк уйăхĕ тĕлне республикăра инфляци виçи 7,8% çитнĕ — Раççейри вăтам кăтартуран /7,5%/ кăшт пысăкрах. Хаксем хăпарни апат-çимĕçшĕн те, промышленноç таварĕсемшĕн те кăтартуллă. Çав шутра бензин та хакланнă. Ĕçме-çимене илес тĕк — чи малтанах, паллах, кăçал типĕ çанталăка пула тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк пулнин витĕмĕ пысăк. Выльăх апачĕ хакланнă, çавна май выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн хакĕсем те хăпарнă. Çав шутра — çăкăр-булка, аш-какай, ытти…

Министр республика хаксене витĕм кӳме тăрăшнине çирĕплетрĕ. Çав шутра — тырă авăртакансен, çăкăр пĕçерекенсен тăкакĕсене саплаштарма бюджетран укçа уйăрни. Паллах, хаксен мониторингĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен кăтартăвĕсене прокуратурăна, Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленине тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ярса параççĕ. Чăх çăмартипе ашĕн, хăяр, помидор, çĕр улми, панулми, кишĕр, купăста, çăкăр хакĕсем хушăнни тĕлĕшпе çавнашкал ыйтусем пулнă. Чăн та, асăннă тытăмсем вăл е ку тавар хакĕсене палăртнă май саккуна пăснине тупса палăртни пирки хыпарсем çук.

Олег Николаев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май уйрăм чарусем усă кӳменни çинчен каларĕ, ун шучĕпе, вăл е ку çул-йĕрпе уйрăм институтсене аталантарни вырăнлăрах. «Ку енĕпе пирĕн опыт пур, — терĕ вăл. — Калăпăр, «Чăвашçăкăрпродукт» урлă çăкăр пĕçерекенсене курăмлă пулăшу кӳни. Тепĕр çул — ярмăрккăсен шутне ӳстерни, хамăрăн продукцие пĕрлехи брендпа сутассине аталантарасси. Чăваш Енĕн Апат-çимĕç фончĕн никĕсĕ çинче агромаркет йĕркелеме калаçса татăлнă, вăл малашне хуçалăхсен пĕчĕк формисене аталантармалли институт пулса тăма тивĕç».

www.hypar.ru