Комментари хушас

30 Авăн, 2014

Спортпа туслă çын пур йывăрлăха çĕнтерет

70 пин ытла çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă

Шăмат кун Шупашкарта пурăнакан пин-пин çын стадионсемпе лапамсене тухнă: хулара "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" фестиваль иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕнĕ кун ирхи зарядкăран пуçланнă, унта 46 пин хĕр ачапа арçын ача хутшăннă. ГТО нормативĕсене пурнăçлакансем "Труд", "Энергия" тата Юрă уйне тухнă. Вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Спорт министерствин физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕн çумĕ Виктор Бабкин тата ыттисем саламланă. Спорт уявне пухăннисене ăнăçу суннă май Михаил Васильевич Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе чи малта пыракан регионсенчен пĕри пулнине, çавăнпах Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум Шупашкарта иртнине палăртнă. "Спортпа туслă çыннăн сывлăхĕ çирĕп, вăй-халĕ тĕреклĕ. Вăл пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пăхма кăмăллă. Савăнăр, пĕр-пĕрне йăл кулă парнелĕр, пирĕн пурнăçра ырри нумайрах пулĕ", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

РФ Спорт министерствин ĕçченĕ Виктор Бабкин каланă тăрăх - Шупашкарта иртнĕ фестиваль Раççейĕн историне çырăнса юлĕ, мĕншĕн тесен çакнашкал мероприятие пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут йĕркелеççĕ. "Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе Чăваш Ен физкультурăпа спорт кăтартăвĕсемпе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери форума та сирĕн республикăна ирттерме шаннă. Ку - пысăк чыс. Юпа уйăхĕнче кашни регион представителĕсем Шупашкара пухăнĕç. Кунтах Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" спорт комплексĕпе паллаштарĕç", - тенĕ сумлă хăна.

Çак кун 70 пин ытла çын ГТО нормативĕсене пурнăçлама хутшăннă. Тĕрлĕ предприяти-организацире ĕçлекенсем, патшалăх ведомствисенче вăй хуракансем, шкул ачисемпе студентсем 100 метрлă дистанцие чупас, тăршшĕне сикес, турник çинче туртăнас тата ытти енĕпе хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Фестиваль хастарĕсене пурне те кăтартусене çырса пымалли кĕнеке панă.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.