Комментари хушас

1 Юпа, 2014

Тимĕр вăййи вăйлисем валли

Раççей кубокĕ çÿллĕ шайра иртрĕ

Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе çĕр-шыв кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусем вĕçленчĕç. Унта 40 регионти 200 ытла атлет вăй виçрĕ. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна Калуга, Тюмень облаçĕсен тата Чăваш Республикин командисем йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕ команда чысне Калуга облаçĕнчи ф90 килограмлă пăхаттир Владимир Гуров уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕ. Вăл 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 159 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 239,5 очко пухса хăй виçинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Липецк облаçĕнчи тĕнчен темиçе хут чемпионĕ тата рекордсменĕ, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Андрей Кравцов иккĕмĕш пулчĕ.

Тюмень облаçĕн спортсменĕсенчен Сургут патшалăх педагогика университечĕн студенткине Надежда Островскаяна тата Югра поселокĕнчи тĕнче спорт мастерне Андрей Рябкова уйрăмах ăнăçрĕ: хăйсен виçисенче ылтăн медальсене тивĕçрĕç. 68 килограмран йывăртарах хĕрсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăна Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕн пики Марина Федорова тухрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Петровăн вĕренекенĕ 24 килограмлă снаряда малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 130 хут сулласа çĕклерĕ, Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Çак виçерех çĕр-шыври паллă спортсменкăсене кăштах выляса ярса Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки Елизавета Еремеева пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. 58 килограмлă хĕрарăмсен ушкăнĕнче М.В.Петровăн тепĕр вĕренекенĕ, халĕ Санкт-Петербургра пурăнакан Джанита Щербина-Павлова лайăх кăтартупа палăрчĕ. Пирĕн ентеш Омск облаçĕнчи Ольга Яременкăпа Челябинскри Оксана Сарварова хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕсем, Раççей спорт мастерĕсем - Кавал ялĕнчи Сергей Соловьевпа Александр Павлов уйрăмах савăнтарчĕç. 23 çулти С.Соловьев 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 111 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 174 очко пухса пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ, Челябинск облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Илья Ташланов - пĕрремĕш. Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Александр Павлов та кĕмĕл медале тивĕçрĕ. 20 çулти патвар каччă, пулас инженер 78 килограмлă виçере Краснодар крайĕнчи Алексей Коломацкие кăшт кăна выляса ячĕ.

Ăмăртусен виççĕмĕш кунĕнче арçынсен пилĕкшер çынран тăракан командисем эстафетăра вăй виçрĕç. Кăсăклă та çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна Чăваш Республикин, Калуга тата Рязань облаçĕсен командисем тухрĕç. Эстафетăра пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн ылтăн медале Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Иван Кривовпа Александр Павлов, Улатăр хулинчи Евгений Кочетков, Елчĕк районĕнчи Сергей Соловьевпа Дмитрий Енедеров, вĕсен тренерĕсем Борис Глинкинпа Олег Федоров тивĕçрĕç.

Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусене пуçласа Крым Республикин атлечĕсем хутшăнчĕç. «Пирĕн команда çивĕч кĕрешÿре 25-мĕш кăна пулчĕ. Апла пулин те эпир Чăваш Ене килсе курнăшăн питĕ кăмăллă. Шупашкарти паллă вырăнсенче кăна мар, Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейне те çитсе куртăмăр. Сирĕн республика Раççейри чи илемлĕ тăрăхсенчен пĕри, - терĕ Крым Республикин пĕрлештернĕ командин тренерĕ, Украинăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Энвер Эмирханов.

Тăватă куна пынă ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕпе кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Игорь Солодов паллаштарчĕ. Игорь Петрович турнира çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне, Раççей спорт мастерне Юрий Попова, «Спартак» физкультурăпа сывлăх комплексĕн директорне Александр Осипова, федерацин регионти уйрăмĕн ертÿçине Юрий Карпова тата спорт судйисене тав туса Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Петр СИДОРОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.