Комментари хушас

10 Юпа, 2014

Владимир Путин: Чăваш Республики - спорт енĕпе кăтартуллă регион

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, канаш членĕсем /пурĕ 32 çын/ тата ытти хăна хутшăнчĕç. Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас тата физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе яврĕç.

«Паянхи уяв Пĕтĕм тĕнчери утмалли кунран пуçланни савăнтарчĕ. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут. Хăвăрт утас енĕпе тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă спортсменсемпе мăнаçланакан регионта пуçласа иртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççейре çуран тата йĕлтĕрпе чупас енĕпе массăллă стартсем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку та лайăх пуçару, малашне те ирттересчĕ ăна. Çак кунсенче хамăн та 9 километр утмалла пулчĕ, халĕ те ура ыратать-ха, - ларăва кăмăллăн уçрĕ Владимир Владимирович. - Пуш уйăхĕнчи /кăçал Мускавра иртнĕ лару çинчен сăмах пырать. - А.М./ ларура палăртнă тĕллевсем пурнăçланма тытăнни кăмăл-туйăма çĕклет. Ун чухне эпĕ массăллă спорта аталантарасси, кашни çынна физкультурăпа туслаштарасси, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине тата спорт резервне хатĕрлесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Анчах та вĕсене пурнăçласси пурлăхпа техника бази пуян пулнинчен килет. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатмалла: çынсем, уйрăмах çамрăксем, унта хутшăнса хăйсене кăтартчăр, вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хавхалантарччăр. Аса илтеретĕп: 2020 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра спортпа туслисен йышĕ 40 процентран кая мар пулмалла. Хальхи вăхăтра - 27%. Чи лайăххи - çак кăтарту çултан çул ÿссе пыни. Çапах ку çителĕксĕр. Иртнĕ ларура эпир «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекса тепĕр хут чĕртсе тăратма, спорт клубĕсен йышне ÿстерме тата Раççейре Пĕтĕм тĕнчери «Спорт - пурин валли те» юхăм пулăшнипе тĕрлĕ мероприяти ирттерме йышăнтăмăр», - терĕ çĕр-шыв Президенчĕ.

Владимир Путин канаш членĕсемпе хăнасене малашне пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Федерацин «Физкультурăпа спорта аталантарасси» тĕллевлĕ программин вăхăчĕ тепĕр çул вĕçленсе пынă май уйрăмах вырăнлă ку. Вăл каланă тăрăх - çĕнĕ проекта РФ Правительстви çирĕплетнĕ, ун валли 2020 çулччен федераци бюджетĕнчен 73,9 млрд тенкĕ уйăрнă. «Пĕчĕк бюджетлă объектсем тумалла /кунта сăмах картишсенче е парксенче спорт лапамĕсем пулмалли çинчен пырать. - А.М/. Вĕсем çынсене питĕ кирлĕ. Ку енĕпе регионсен, муниципалитетсен тата общество организацийĕсен тăрăшмалла. Çак ĕçе предпринимательсене явăçтармалла. Çĕнĕ программăра уйрăм регионсенче спорта аталантарас темăна та вырăн уйăрнă. Уйрăмах Крымпа Севастопольти спорт объекчĕсене çĕклемелли çине пусăм тунă. Вĕренÿ учрежденийĕсенчи спорт керменĕсен те пушă лармалла мар. Киввисене юсамалла тата çĕннисем тумалла», - пусăмласа каларĕ Владимир Путин.

РФ спорт министрĕ Виталий Мутко юлашки çулсенче тунă ĕçсем тата малашне пурнăçлама палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. «2006 çултанпа Раççейре спортăн 33 пин объектне хута янă. Ку енĕпе пире уйрăмах партнерсем пулăшаççĕ. Акă темиçе çул каялла «Газпром - ачасене» акци старт илчĕ. Предприяти пулăшнипе 73 регионта спорт керменĕсем çĕкленнĕ. Кашни республикăпа облаçре спорт хатĕрлевĕн центрĕсене тума йышăннă. Çакă спортăн уйрăм енĕсене вăйлăрах аталантарма май парĕ», - терĕ Виталий Леонтьевич. Спорт ведомствин ертÿçи пирĕн çĕр-шывра çывăх çулсенче иртекен ăмăртусене епле хатĕрленни пирки те каласа пачĕ, килес çул Шупашкар йышăнакан Европа чемпионатне çÿллĕ шайра йĕркелеме шантарчĕ.

Ларура çавăн пекех РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, РФ Паралимп комитечĕн председателĕ Владимир Лукин, Чул хула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев, Олимп комитечĕн вице-президенчĕ Владимир Лисин тата ыттисем калаçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе нумай ĕç тунине палăртрĕ. «Ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн республикăра спортăн 50 объектне çĕкленĕ. Кашни районпа хулара физкультурăпа спорт комплексĕсем тунă, вĕсене пурне те спорт шкулĕсене панă. Физкультурăпа спорт çынсен сывлăхне çирĕплетет кăна мар, çыннăн пурăнас кун-çулне вăрăмлатать. Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнчĕ: çуралакансен йышĕ ÿсрĕ», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. РФ Президенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ.

Лару хыççăн Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен тата хамăр çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. РФ Президенчĕ нумаях пулмасть çĕнетнĕ керменпе паллашрĕ, манежра тренировка ирттерекен çамрăк спортсменсемпе курса калаçрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Владимир ИВАНОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.