Комментари хушас

14 Юпа, 2014

«Йĕмен ачасем» тата «патаксăр йĕлтĕрсем» çинчен

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ хăйĕн ĕçне эрне кун каçа хирĕç Шупашкарти Самбо керменĕнче иртнĕ пĕрлехи ларура пĕтĕмлетрĕ.

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко мероприяти тухăçлă, пысăк шайра иртнине пайăррăн палăртрĕ. «Эпир - яланах куç умĕнчи отрасль, çавăнпа пирĕн çине пысăк яваплăх тиенет», - терĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çĕр-шыври спорт аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсенчен те пăрăнса иртмерĕ. Чи малтанах спорт резервĕпе çине тăрса ĕçлемелле, çитес çулсенче çак çул-йĕр çине пусăм тума шантарчĕ. Тренерсен ăсталăхне ÿстересси çинчен те манма юрамасть. Виталий Леонтьевич шухăшĕпе - эпир тупăшура юлашкинчен хăват-вăй хушмашкăн мехел çитерейместпĕр: «Шыва сикес енĕпе иртнĕ чемпионатах илер. Юлашки хут сикнĕ чух мĕн чухлĕ медаль çухатрăмăр! Юлашкинчен тата кăштах хушма вĕренмелле!»

Ачасен спорчĕ пирки каланă май вăл маларах пресс-конференцире палăртнă шухăш çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕ: «Залсемпе площадкăсене арендăна илсе темиçе çĕрте занятисем ирттерни юрăхлă мел мар. Шкулсен хăйсен спорт бази пулмалла». Вăл иккĕленмест: физкультура урокĕсем - спортпа паллашмалли, унпа туслашмалли занятисем. Çав уроксенче палăракан, çитĕнÿсем тăвакан ачасене вара малалла аталантармашкăн суйласа илмелле - вĕсенчен резерв хатĕрлемелле. Спорт шкулĕсен хăйсен пурлăх базине вăйлатмалла. Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче пулнă май унта ĕçлекенсем республика тулашĕнчи ăмăртусене çÿремешкĕн транспорт çукки пирки ÿпкеленĕ-мĕн - çакнашкал самантсене укçа уйăрнă чух шута илмелле.

Укçа тенĕрен, Спорт министерствин пулăшмалли майсем пур. Анчах регионсенчен чылайăшĕ хăйсем пуçаруллă мар иккен. Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ теççĕ вĕт - акă мĕншĕн пĕр çулхине укçан пысăк пайне Краснодар крайĕпе Тутарстан илнĕ. «Заявкăсем памастăр, проектсем сĕнместĕр, - регионсен спорт ведомствисен ертÿçисене хăтăрарах каларĕ министр. - Хăшĕсем тĕлĕреççĕ, теприсем вара проект хыççăн проект илсе килеççĕ». Регионсенчен пĕринчи шкулти тĕслĕхе илсе кăтартрĕ: бюджетран спорт инвентарĕ валли укçа уйăрнă, унта вара çав укçапа йĕлтĕрсем туяннă. Питĕ лайăх, анчах патакĕсене туянма маннă иккен. «Унашкалли пулмалла мар», - хысна укçипе пĕлсе тата тухăçлă усă курмалли пирки асăрхаттарчĕ Виталий Леонтьевич.

Ларура сăмах илнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри тăнăçлăха упрасси хăйĕн тĕп тивĕçĕ пулнине палăртрĕ. Ку енĕпе физкультурăпа спорт та пулăшать. «Тĕллев лартрăм: 2017 çулта республикăри кашни иккĕмĕш çамрăкăн спорт шкулĕсене çÿремелле. Çак тĕллевпе юлашки çулсенче эпир нумай турăмăр: кашни хулапа район центрĕнче çĕнĕ йышши спорт комплексĕсем çĕкленĕ - пĕтĕмпе 50 ытла спорт объектне хута янă».

Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхĕ шкулсемпе социаллă учрежденисен ертÿçисене табак туртма пăрахтарнине хакласа «питĕ демократиллĕ...» тенине те Михаил Васильевич асăрхамасăр хăвармарĕ: «Хĕрсем туртаççĕ вĕт, анне пулмаллискерсем - унашкаллисене курсан чун ыратать. Çавăнпа директорсемпе тĕп врачсене каларăм: табак туртатăр тăк - сирĕн çынсене сиплеме, ачасене воспитани пама право çук! Хирургсене кăна ирĕк патăм - вĕсен ĕçĕ çавнашкал...»

Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен ертÿçисем форум ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Чăнах та, спорт политикăна пăхăнмалла мар. Апла тăк Раççей тĕнче шайĕнчи спорт федерацийĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси вăй илсе çеç пымалла.

Лару физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсемпе палăрнисене наградăланипе вĕçленчĕ. Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата спорт министрне Сергей Мельникова «2013 çулта Хусан хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII универсиада» асăну медальне пачĕ. «Физкультурăпа спорт отличникĕ» паллăпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăваш Енĕн волейбол федерацийĕн вице-президентне Юрий Кислова чысларĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри РФ субъекчĕсенчи физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессин смотр-конкурсĕнче палăрнăшăн Чăваш Республики ятарлă Кубока тата Раççей Спорт министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.