Комментари хушас

15 Юпа, 2014

Мĕскершĕн, мĕншĕн ял пĕтет?

Пушă çурт кашни ялтах пур. Вĕсен шăпи пурин те пĕрешкел: кил хуçисем вилнĕ, ачи-пăчи çĕр-шыв тăрăх саланнă. Ватă çын пек малалла ÿпĕннĕскерсем кичеммĕн лараççĕ. Хăй вăхăтĕнче çак çуртсенче те пурнăç вĕренĕ-çке: ача-пăча çитĕннĕ, мăрьерен тĕтĕм тухнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă. Паян вара вĕсенче никам та пурăнмасть. Çын çÿременрен сукмак та çеремпе витĕннĕ, пахча юпи чалăшнă, хапха ишĕлнĕ. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне хупса хуланаллах талпăнма тивет çамрăкăн. Халĕ ялта пурăнма условисем пурах тейĕпĕр: газ çунать, такăр çул яла çитет. Анчах ĕç çукки пĕтерет. Чылай тăрăхра хуçалăх саланнă. «Çамрăксен хăйсен ĕçне пуçармалла», - тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах пĕр-пĕр ĕç пуçарма укçа кирлине пурте ăнланатпăр. Вăл çук пулсан ĕç малалла каймасть, путланать. Шухăшпа шур пÿрт лартаймăн.

Шкул та, клуб та çук пулсан çамрăка епле тытса тăрăн ялта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси ял тăрăхне сакăр ял кĕрет. Маларах кашни ялта тенĕ пекех клуб пулнă. Халĕ вара - пĕртен пĕрре. Кивĕ Атикассинче вырнаçнă вăл, ыттисене хупнă. Сăмахран, Анат Çĕрпÿкассинче пуçламăш классенче вĕренмелли шкула хупнă хыççăн кунта клуб йĕркеленĕ. Халĕ ăна та хупнă. Асăннă ял Етĕрне районĕпе чикĕленнĕ май çамрăксем ытларах унта çÿреççĕ. Хĕрсемпе каччăсем çукпа пĕрех кунта. Вырăнти «Свобода» хуçалăхра ĕçлекен Саша ?хушаматне кăтартма хушмарĕ% тракторист каланă тăрăх 3-4 çамрăк çеç. «Кичем мар-и ялта?» - ыйтатăп кăсăкланса. «Çав тери кичем. Клуб çук», - терĕ вăл. «Юрать-ха, ĕç пур», - малаллах калаçтаратăп ăна. «Тепĕр чух вăл та йăлăхтарать», - пулчĕ хурав.

Паллах, çамрăка ватă çынпа танлаштараймăн. Юн вĕренĕ чухне юрлас-ташлас, тус-юлташпа курнăçас килет. Ĕçрен ывăнса таврăнсан та урам енне туртăнать вăл. Карчăк-кĕрчĕк пек выртса çывăрмасть. Паллах, темиçе çамрăкшăн клуб тытса тăни те усси çук. Çав вăхăтрах вăтам е аслă ăру пирки те шухăшламалла. Вĕсем те çынах. Тепĕр чухне уяв е концерт-спектакль йĕркеленĕ май аслисем яшсемпе хĕрсенчен ытларах пухăнаççĕ. Шкул, клуб, фельдшерпа акушер пункчĕ хупăнсан ял пĕтесси куç кĕрет. Малтан çуртсем хупăнĕç, каярахпа ял çĕр çинчен ерипен çухалĕ.

Асăннă районти Тури Çĕрпÿкассинче те çак темăнах хускатрăм. Вăл Хусанушкăнь ял тăрăхне кĕрет. Кунта та икĕ-виçĕ çул каялла клуба хупнă. 350 çын пурăнакан ялта халĕ культура çурчĕ çук. Ытти тăрăхри пекех яшсемпе хĕрсем хуланалла туртăнаççĕ. Урçасем вара хĕрĕхе яхăнах иккен. Хĕрсем çукпа пĕрех. Халăх вăхăта мĕнле ирттерет-ши? «Ял çынни ĕçкĕ ăшне путрĕ», - терĕ пĕлĕшĕм. Сăра-эрех ырă патне илсе çитерменни, ăна пула çамрăксем ĕмĕрлĕхех куç хупни çинчен каларĕ. Пĕри, авă, урамрах вилсе выртнă иккен.

Вырăнта хуçалăх пур-ха. Анчах шалу тÿлейменрен унта ĕçлесшĕнех мар ял-йыш. Пурнăçа сыпăнтарас тĕллевпе аслă ăру вăй хурать. Укçа памасан та утă-улăм, тырă тивĕçет. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп валли апат кирлех. Паллах, ял çыннине те ăнланмалла. Паян укçасăр утăм утаймăн. Çавăнпах ĕнтĕ Мускав çулне такăрлатакан чылайланчĕ. Шел те, тепри унтан ĕçлесе килнĕ укçана та кирлĕ çĕре ямасть. Карланкине чÿхес тĕлĕшпе лавккаран тухма пĕлмест. Ĕç укçине ĕçсе пĕтерсен тепĕр хутчен çула тухать. Сăра-эрех туянма укçа кирлишĕн Мускава çитиччен каймалла-ши?

Шăпа ытларах хамăртан килет тетпĕр. Никама та ирĕксĕрлесе ĕçтереймĕн. Çапах та çамрăксем тĕрĕс çул çинчен пăрăннишĕн самана та айăплă. Сăра-эрех çеç мар, фанфурик та, тройной одеколон та тиркемеççĕ вĕсем.

«Кунта пурăнмаççĕ, юнашар çуртра каллех никам та çук, виççĕмĕшĕ те пушă, тăваттăмĕшĕсен ачи-пăчи хулара пурăнать. Килсе çеç каяççĕ», - терĕ пĕлĕшĕм ял урамĕпе паллаштарса. Йĕркипе ларакан тăватă çуртра никам та пурăнмасть. Хăраса каймалла! Хирĕç лараканнисен йышĕнче те пушшисем пур. Апла пулсан ялăн малашлăхĕ палăрмасть.

Алса-чăлха çыхнă май йĕп çинчи пĕр куçа асăрхамасăр хăварсан япала сÿтĕлет. Пурнăçра та çавах: пĕри хупăнать, тепри саланать ... ял та пĕтет. Ахальтен мар вăхăтĕнче кашни ялтах клуб, шкул пулнă.

Сăмахăма Геннадий Айхин сăвă йĕркисемпе вĕçлесшĕн:

Мĕскершĕн, мĕншĕн эсĕ сас-хурасăр?

Эп килтĕм, пÿртĕм, эпĕ сан умра!

Ларан кăвак куçусене уçмасăр

Е вĕсене шур илчĕ-и вара?

Тăхта-ха: эсĕ куççульленнĕ мар-и?

Ай, пÿртĕм, пÿртĕм, юрамасть каплах.

Кам кÿрентерчĕ, кам сума сумарĕ,

Иртен-çÿрен-и пăхрĕ урлăрах?..

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.