Комментари хушас

31 Раштав, 2013

2013 çулăн асра юлнă саманчĕсем

Çĕннине кивви тĕревлет, çавна май çĕнĕ çулталăка ярса пуснă май каялла çаврăнса пăхни те вырăнлă - 2013 çул мĕнпе асра юлать?

Йывăрлăхсене пăхмасăр

Влаçсем «тĕпрен илсен ăнăçлă» тесе хаклаççĕ-ха, анчах вĕсемех «ыйтусем пуррине» те пытармаççĕ. Пĕр сăмахпа, çулталăк ансат пулмарĕ - ахальтен-им 13-мĕш?

Чи малтанах çанталăк ура хучĕ. Çулла - типĕ, республикăн кăнтăр енчи районĕсенчи хăш-пĕр ял тăрăхĕнче уйăхĕ-уйăхĕпе йĕркеллĕ çумăр çумарĕ, çавна май унта чрезвычайлă лару-тăру режимне те вăя кĕртрĕç. Эх, çакнашкал çанталăк кĕркунне пулсанччĕ! Çук-çке, пачах тепĕр майлă - çумăра кайрĕ те йывăрпа çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăчĕç. Çĕр улми кăларасси пушшех кăткăс пулчĕ. Хуçалăхсем кăларса пĕтернĕ тесе отчет тукаларĕç пулас та - хăшĕсемшĕн ку ячĕшĕн çеç пулнине те чухлама йывăр мар. Куншăн вĕсене ятлама та чĕлхе çаврăнмасть - автотранспорт кăна мар, трактор та путакан анасенче ĕçлеме май çуккине ăнланмалла.

Çийĕнчен промышленноçра та пăшăрхантаракан самантсем пулчĕç. Канашри хăватлă завод, бюджета никĕслекен пысăк предприятисенчен пĕри, вакунсем туса кăларасси такăннинчен пуçласа Çĕнĕ Шупашкарти сăра завочĕн производстви урăх региона куçса кайни таранах. Тĕрĕсех, ансат мар, çапах çак лару-тăрура та алă усманни, малаллах талпăнма тăрăшни те, ку тивĕçлĕ çимĕç кÿни те куç кĕрет - шăпах çакă хайхи «ăнăçлă» текен хаклава никĕслет-тĕр.

Çапла, хăш-пĕр отрасль уксахлать, анчах ырри те çук мар - çакна суккăр çеç асăрхамĕ. «Етĕрнесĕт» сĕт тирпейлекен хăватлă çĕнĕ производствăна хута ячĕ, тивĕçлĕ чĕр тавар, тăм, ура айĕнчех пулнине пăхмасăр республикăра облицовка кирпĕчĕ туса кăларайманни пирки миçе çул ÿпкелешрĕмĕр - кăçал тинех Красноармейскинче завод хута кайрĕ.

Çурт-йĕр строительствинче ырă туртăмсем пур. Тĕп хулара пурăнмалли «Богданка» микрорайонта çурт-йĕр тăвасси кал-кал пырать, Мускаври «Савва» компанисен ушкăнĕ, Чăваш Ене шăнман пăр çине лартса хăварнăскер, «çăрса» хăварнă хыççăн хыт хурапа хупланма ĕлкĕрнĕ Çĕнĕ хула территорийĕнче тинех строительство ĕçĕсем тепĕр хут вăй илчĕç - халь ют «куккасем» мар, хамăрăн шанчăклă компанисем ĕçлеççĕ. Çапла вара Чăваш Енре кăçал хута яракан çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 860 млн м2 танлашмалла - япăх мар кăтарту.

Паллах, экономикăна, социаллă пурнăçа инвестицисем тĕревлеççĕ. Курăмлă проектсем çук мар. Вĕсенчен пĕри - ВТБ24 банк Шупашкарта хăйĕн сервис центрне уçма йышăнни. Вăл 2014 çулхи юпа уйăхĕнче тулли хăватпа ĕçлесе каймалла. Йĕплĕ чĕлхесем кунта Чăваш Ен влаçĕсен тÿпи çук, банк хăйĕн ĕç-хĕлĕн пĕр пайне провинцие куçарса тăкаксем пысăк пуласран кăна сыхланать теме пăхрĕç-ха, анчах вĕсен хурламалла ĕнтĕ, çуттине те тĕксĕмрех кăтартас туртăм хыçĕнче мĕн е камсем тăнине те тавçăратпăр. ВТБ24 президенчĕ Михаил Задорнов Шупашкарта пулнă май çирĕплетсех каларĕ: банкшăн чи малтан республика аталанăвĕн кăтартăвĕсем, кунта тивĕçлĕ çамрăк кадрсем çителĕкли пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Еншĕн вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени уйрăмах хаклă. Сервис центрĕнче çĕнĕ 1,5 пине яхăн ĕç вырăнĕ пулать - ĕç вăйĕ ытлашши шутланакан регионшăн, килĕшсемĕр, курăмлă хушăм. Ку çеç те мар-çке - Мускав бизнесĕ Шупашкарта куç хывнине ĕнентерекен тĕслĕхсем татах пур. «Ростелеком» та, авă, пирĕн тĕп хулара хăйĕн cal-центрне уçрĕ - тата çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ.

Инвестицисем тенĕрен, кашни вак-тĕвеке асăнни ытлашши-тĕр, анчах «Газпромпа» тытакан çыхăну çирĕпленнине палăртмаллах. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарăн пурăнмалли çĕнĕ районĕсемпе промышленноç зонисене газпа тивĕçтермелли объектсене тума компани 1,5 млрд тенкĕ патнелле хывать. Çав шутра кăçал Атăл леш енне газификацилес ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче çавăн пекех пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистралĕпе çыхăннă ĕçсене те асăнмалла-тăр. Проекта пурнăçласси - малашлăх ĕç, анчах хатĕрленÿ пуçланчĕ те - самай вăрăм сыпăкĕ Чăваш Ен урлă иртмелли магистраль пуласлăхĕ шăпах кăçал никĕсленме тытăнчĕ тени йăнăш мар.

 

«Ан авăн, шĕшкĕ»

Мускавпа тытакан çыхăну республика аталанăвне вăй пама кирлипе килĕшмеллех. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр-шыв шайĕпе ĕçлекен компанисен ертÿçисемпе курнăçни кăна мар, тĕп хулари влаç коридорĕсенче çине-çинех пулни те лайăх. Унти тĕл пулусен шутĕнче, паллах, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Михаил Васильевич Раççей Правительствин пуçлăхĕпе Дмитрий Медведевпа курнăçни. Шăпах Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

РФ Правительствин членĕсем хăйсем Шупашкара килни - яланах пысăк пулăм. Чăн та, унашкал визит кăçал йышлах пулмарĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Шупашкарта медицина реабилитацийĕн ыйтăвĕсемпе Раççей шайĕнчи конференцие ирттерчĕ. Вăл республикăн медицинăри çитĕнĕвĕсене хакланă май «Чăваш Ен тĕслĕхĕ мăнаçлăх çуратать, савăнтарать» тенине илтме, чăнах та, кăмăллă пулчĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров вара Чăваш Енре темиçе хут та пулчĕ. Çав шутра - официаллă мар визитсем те. Официалли - ака уйăхĕн пуçламăшĕнче министерствăн сумлă делегацийĕ кунта канашлу ирттерни. Чăваш Ен влаçĕсен ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕç-хĕлĕ тĕлĕшпе тиркевлĕ калаçу пулни асра.

Чăн та, кунашкал тиркеве сăлтавлакан самантсене те шута илмеллех-тĕр. Чăваш Енĕн 1-мĕш тата 2-мĕш президенчĕсем, мĕнле калас, туслă марри, вĕсен хушшинче хура кушак мĕншĕн чупса каçни те вăрттăнлăх мар. Шел те, 2013 çул çак хутшăнусенчи сивĕлĕхе лĕплентермерĕ, хирĕç тăру татах та çивĕчленнĕн те туйăнать. Иртнĕ çул вĕçĕнче ял хуçалăх академийĕн ректорĕн пуканĕ çинчи Игнатьевăн «шутланакан» çынна Федоровăннипе улăштарнăччĕ, кăçал, авă, Людмила Линике суйлав ирттерсех çав должноçра çирĕплетрĕç, шăпах çавăн хыççăн вăл Тĕп суйлав комиссине ертсе пынă чухнехи вăхăта аса илсе уголовлă ĕç пуçарчĕç /кайран палăрчĕ - «çылăхĕ» каçарма май çукскер те мар иккен/. Çийĕнчен Федоров кĕнеке кăларать - унта республикăн паянхи ертÿçи пирки кăмăлсăр сăмахсем çырать. Апла-и, капла-и, ăнсăртран тенĕ пек иккĕшĕ пĕр мероприятие лексен те курнăçуран пăрăнма тăрăшаççĕ. Опера фестивалĕнче шăпах çапла пулнă теççĕ - тĕл пулса алă тытман. Пĕри авасшăн, тепри пуç таясшăн мар - шел те, çакă республикăна, хамăр ентеш ертсе пыракан РФ министерствинчен тĕрев кĕтекен чăваш хресченне ырă туманни куç кĕрет...

Сăмах май, ректор пирки калаçу тапратрăмăр та - 2013 çулта Чăваш патшалăх университечĕн ертÿçи те улшăнчĕ, тилхепене халĕччен проректор пулнă Андрей Александров тытрĕ.

Юрĕ, сумлă хăнасем патнех таврăнар. Республикăра кăçал Федерацин суд приставĕсен службин пуçлăхĕ Артур Порфенчиков, Коммунистсен партийĕн лидерĕ Геннадий Зюганов пулчĕç. Тата-и? Тем, çав шайрисенчен урăх никамах та аса килмест. ШĔМ ертÿçи Владимир Колокольцев килмеллеччĕ - юлашки самантра планĕсем улшăннă.

Мĕнех, эсир килместĕр тĕк - хамăр пыратпăр! Республикăн Федераци Канашĕнчи кунĕсем чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕç. Парламентăн çÿлти палатин пĕрлехи ларăвĕнче Чăваш Ен ертÿçисем сăмах илни кăна мар, комитетсен ларăвĕсенче те республикăна пырса тивекен чылай ыйтăва пайăррăн тишкерчĕç. Республика кунĕсен кăтартăвĕ - ФК кăларнă йышăну. Унран, тен, кăшт ытларах кĕтнĕччĕ пуль, калăпăр, сенаторсем Чăваш автономийĕпе Шупашкар юбилейĕсем тĕлне укçа уйăрассине татса парас тĕлĕшпе Правительствăна витĕм кÿрессе. Анчах мĕн пурри те - аван.

 

Патша кукамăшĕ, универсиада,

«Хыпарăн» пысăк çемйи

Сăмаха тăснă май çĕнĕ садиксем уçăлни, бюджет ĕçченĕсен шалăвĕ ÿсни, çавнашкал ытти ĕç çинчен калани пăсмастчĕ пуль, анчах ку темăсем официаллă сĕмлĕ пĕлтерÿсенче те янăранине кура хаçатăн уяв умĕнхи номерĕн хĕсĕк лаптăкне перекетлер.

Çĕр-шыв шайĕнчех калаçтараканнисен шутĕнче - Шупашкарта Раççейĕн Романовсен династийĕнчи 1-мĕш патшин Михаил Федоровичăн кукамăшĕн Мария Шестовăн вил тăприне тупни. Унăнах тесе çирĕплетсех калама экспертиза кăтартăвĕсене кĕтмелле-ха, анчах çак ятпа Шупашкарта Раççей Император çурчĕн пуçлăхĕ Мария Владимировна Аслă княгиня пулчĕ ĕнтĕ. Çакна Шупашкарпа патшалăх аваллăхĕн çыхăнăвне çирĕплетекен пулăм тесе хаклани вырăнлă.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре Пушкăрт Республикин кунĕсем иртрĕç. Кунта Рустэм Хамитов президент ертсе килнĕ пысăк делегаци пулчĕ. 107 пин чăваш пурăнакан, пире Константин Ивановпа Ухсай Яккăвне парнеленĕ республикăпа туслăха çирĕплетмелли никама та иккĕлентермест-тĕр.

Культура çулталăкĕ умĕнхи тапхăр пирĕншĕн çавăн пекех çулленхи Шупашкар кинофестивалĕпе, опера фестивалĕпе те палăрса юлĕ.

Хĕллехи Олимпиада хапха умне килсе тăнине кура çулталăка пĕтĕмлетнĕ май спорт пирки маннине вулакан каçарман пулĕччĕ. Чи малтанах, паллах, пирĕн ентешсем Хусанта иртнĕ универсиадăра ăнăçлă тупăшни савăнтарчĕ. Ăмăртусен призерĕсен шутĕнче - Алина Прокопьева /10 пин метра чупасси, çурма марафон/, Ирина Юманова, Вера Соколова /хăвăрт утасси/, Екатерина Краснова /ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/, Антонина Савельева /сĕтелçи теннис/. Хамăрăн спортсменсенчен татах çитĕнÿсем кĕтетпĕр. Ирнĕ эрне кун, авă, Шупашкар Хĕллехи Олимпиада çулăмне йышăнчĕ, Сочири тупăшусенче те ентешĕмĕрсене ăнăçу сунатпăр!

Тепĕр тесен умра сумлă ăмăртусем пайтах-ха. Çав шутра - Чăваш Енре иртмеллисем те. Кăçал республика 2015 çулта Европăн çăмăл атлетика чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен Тĕнче кубокне ирттермелли правăна çĕнсе илчĕ. Пире шанаççĕ, прĕн спортри çитĕнÿсене хаклаççĕ!

Çулталăк бюджет учрежденийĕсене çĕнĕлле йĕркеленипе те палăрса юлассăн туйăнать. Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт учрежденийĕсене чылайăшне пĕрлештерчĕç. Çакă, влаçсем çирĕплетнĕ тăрăх, тăкаксене виçеллĕ тума кирлĕ. Перекет аталану валли кайĕ. ЧР Пуçлăхĕ калашле, «пуçлăхсен йышĕ сахалрах пулать».

«Хыпар» Издательство çурчĕ те çак процесран айккинче юлмарĕ. «Хресчен сасси», «Тантăш» хаçатсем, «Самант», «Тăван Атăл», «Тетте», «Капкăн», ЛИК журналсем... «Хыпарпа» пĕрлешрĕç - пĕтĕмпе 16 кăларăм пĕр тытăма чăмăртанчĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсен çемйи те хушăнчĕ: «Тăван радио» эфира тухрĕ. Наци радиовĕ Шупашкарта илтĕнместчĕ - халь чăваш чĕлхи тĕп хуламăрта та туллин янăрать.

 

Япăххи хыçа юлтăр

Шел, инкек-синкексĕр пулмарĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчех Çĕрпÿ районĕнчи пурăнмалли çуртра газ сирпĕннине пула вун-вун çын хваттерсĕр юлчĕ. Икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Республика ертÿçисем çавăн чухнех нушаллă çынсене панă сăмахне тытрĕç - пурăнмалли кĕтессĕр юлнă çынсем пурте çĕнĕрен çĕкленĕ çуртра хваттерсем илчĕç.

Кăрлачрах Çĕмĕрле районĕнчи Пĕнер станцийĕнче чукун çул çинче авари пулчĕ. Тавар пуйăсĕ юр тасатакан машинăпа çапăннă май вакунсем рельссем çинчен тухса кайнă. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Йĕпреçре çурт çунса кайнă май çичĕ çемье килсĕр юлнăччĕ - телее, ку тĕслĕхсенче çынсем вилмен.

Чи хăрушши вара çу уйăхĕн варринче пулчĕ: Пенза облаçĕнче микроавтобус аварие лекнĕ май харăсах вунă çын пурнăçĕ татăлнă. Пурте Чăваш Енрен - Вăрмар тата Тăвай районĕсенчен. Сочири стройкăсенче ĕçлекенскерсем тăван ене таврăнма тухнă та - киле çитеймен...

...Çĕнĕ 2014 çула пĕтĕмлетнĕ чух çак статья вĕçĕ евĕр юлашки сыпăксăрах сăмаха вĕçлеме май пултăрччĕ. Япăххи хыçа юлтăр - умра ыррипе савăнăçли кăна пултăр!

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.