Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

Мускаври пăкка пула

Кремльти Ăлкăна кая юлса çитнĕ

Мускаври Кремльти Ăлкăна пирĕн республикăран 50 ача кайса килнĕ. Вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Семенова та пулнă. Хĕр ача пĕлÿ çуртĕнчи ăлкăна та ĕлкĕрчĕ - карап çинчен бала лекрĕ тейĕн. Настьăна шкула кĕнĕ-кĕменех пĕрле вĕренекенĕсем хупăрласа илчĕç. Пурте çул çÿревпе кăсăкланчĕç: çĕр-шывăн тĕп хулинчи чăрăш пысăк-и? Хĕл Мучи парни килĕшрĕ-и? Мĕн-мĕн асра юлчĕ?..

Хĕр ача чи малтан уяв çинчен мар, хăна çурчĕ пирки калаçрĕ. Вăл 23-мĕш хутри 2421-мĕш пÿлĕмре çывăрнă. Унта виçĕ çĕр каçнине вĕренекен нихăçан та асран кăлармĕ. Ăлкăна пынă ачасене пĕрремĕш кунхине Измайлово паркĕпе паллаштарнă, истори тапхăрĕсем пирки каласа панă, «Фунтик» спектакль кăтартнă. Иккĕмĕшĕнче вĕсем тĕп уявра савăннă. Настя каласа кăтартнă тăрăх - Мускаври пăкка пула вĕсем унта вăхăтра çитеймен, çавна май чăрăш йĕри-тавра юрласа-ташласа савăнайман. Çĕнĕ çул уявĕ залра тăсăлнă, унта спектакль кăтартнă. Пушă вырăн юлманран Чăваш Енрен кайнисене балкон çине лартнă. Настя унти 10-мĕш рете лекнĕ. Кая юлнăран спектакль сюжетне те ăнкарайман. Юрать, ачасене парнесĕр хăварман. Пурне те «Хĕл Мучи» шăккалат тата канфет тултарнă хутаç тыттарнă. Виççĕмĕш кунхине ачасем Космонавтика музейĕнче пулнă...

Настя çĕр-шывăн тĕп Ăлкине кайма мĕншĕн тивĕçнĕ-ха? Вăл - отличница, районти тĕрлĕ олимпиада-конкурс çĕнтерÿçи. 7-мĕш класра вĕренекенскершĕн 2013 çул çул çÿревпе асра юлĕ. Настя пĕлтĕр Мускава, Анапăна çитнĕ. Кăçал вăл ытти хулара пулма ĕмĕтленет. Хальлĕхе Настя телефонри сăн ÿкерчĕксене пăхать. Унта унăн çĕнĕ тусĕсем, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ÿкернĕ илемлĕ вырăнсем сăнланнă.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.