Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Аркадий Айдак: «Çырмасем - пирĕн пуянлăх»

Унашкал шухăшлавçă, анлă тавра курăмлă ĕçлевçĕ, çавăн пек ăслă-тăнлă çын ăçтан пулма пĕлнĕ-ши?

1964 çулта Аркадий Павлович Айдака Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председательне суйлаççĕ. Пĕвĕпе çÿллĕ мар, çутă сăн-питлĕ çирĕм çичче пуснă каччă. Учитель, Чăваш пединститутĕнчен вĕренсе тухнă. Веçех пĕлме ăнтăлать, нумай вулать. Вашават, лăпкă, çынсемпе тăнласа, ăшшăн калаçать.

Хуçалăх тăватă яла пĕрлештерсе тăнă. Ялсен урамĕсенче пылчăк çăрăлнă. Тури Ачака машинăпа та, лашапа та кĕрсе тухма май пулман. Йĕри-тавра çырма-çатра, хĕрлĕ тăмлă варсем, ишĕлекен çырмасем. Колхозра сухалакан çĕрсен 80 процентне эрози çинĕ, çырмасем 90 çухрăма тăсăлнă. Гектар тухăçĕ - 8-9 центнер. Кашни ĕнерен çулталăкра 800-900 килограмм сĕт сунă. Ку кăтартусем районта чи пĕчĕккисем.

Колхозра йĕрке пулман. Колхозниксенчен ытларахăшĕ Самар, Саратов, Чулхула облаçĕсенчи хуçалăхсене кая-кая ĕçленĕ, унтан тырă, улăм тиесе таврăннă. Пурин куçĕ умĕнчех ял çыннисен выльăхĕ, хурĕсем тĕш-тырă уйĕсенче çÿренĕ...

Çамрăк председатель ăнланнă: ял-йышра та, колхоз çĕрĕсем çинче те çирĕп йĕрке туни кирлĕ. Аркадий Павлович чи малтан çырмасенче кĕтÿсене çÿретме чарса лартать. Мĕншĕн тесен выльăх ури айĕнче çĕр те, курăк та, йывăç хунавĕ те таптанать, пурте унăн çăварне кĕрет. Мĕн тери хăюллă йышăну! Çавăнпа пĕрлех колхоз правленийĕпе Мăн Шĕмĕртен ял Совечĕ ăнлантару ĕçне анлăн пуçлаççĕ. Выльăха килте тытса усрама кашни çемьешĕн питĕ кансĕр пулнă. Çĕнĕлĕх никама та килĕшмен. Чылайăшĕ хирĕçленĕ, председатель çине сиввĕн пăхнă, хăратма пуçланă. Мускав таранах çырусем çырнă. Мĕн ку? Ял-йышра ĕмĕртен çирĕпленсе ларнă йăлана улăштарать-çке!

Аркадий Павловича мĕн тери тÿсĕмлĕх кирлĕ пулнă. Анчах суйласа илнĕ çултан ăна пăрса ярайман, пуçăннă ĕçе малалла туса пынă. Колхоз правленийĕ тумалли ĕçсене пĕтĕмпех экономика тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ. Колхозниксемпе ялти интеллигенцие тÿлевсĕрех выльăх апачĕ пама йышăннă.

Çав хĕрÿллĕ кунсенче Аркадий Айдакăн çунатлă сăмах çуралать:

- Çырмасем - пирĕн пуянлăх.

Каярахпа ăна районта, республикăра, унтан Пĕтĕм Раççейри семинарсенче калама пуçлаççĕ. «Çырма-çатрана таптаттарма чаратпăр, йывăç-курăк лартса ÿстеретпĕр», «Пĕтĕм тавралăх симĕс тумпа витĕнсе илемленĕ»... «Çут çанталăка сыхлани - Тăван çĕршыва сыхлани», - ăнлантарнă вăл колхозниксене.

Колхозра çамрăк вăрмансем лартас

ĕçе 1967 çулта пуçланă. Малтан «Наметка варĕнче» 4 гектар çине юман, хыр, хурама, тирек лартса хăварнă. Çерем те шăтман çырма икĕ çултан ем-ешĕл тумпа витĕннĕ. Василиса Яковлева бригади кунта гектар пуçне 30 центнер утă пухса илнĕ. Ăна пĕтĕмпех колхозниксене валеçсе панă. Хĕлле çамрăк вăрманти юр çинче мулкач йĕрĕсем курăна пуçланă. Ку - пĕрремĕш çĕнтерÿ.

Малашнехи çулсенче те вăрман тăрăхĕсене 2-4 гектар çинче, унтан 5-6 гектар лартнă. Йывăçсене Етĕрнери вăрман хуçалăхĕ уйăрса панă. Кашни çырмара уйрăммăн вăй хурса ĕçлесе эрозие парăнтарса пынă. Лартмалли хăвасене хĕл кунĕсенче колхозран 20 çухрăмри Сăр юхан шывĕ хĕрринче хатĕрлесе трактор çунисемпе турттарнă. Вĕсене сенаж траншеисене хурса юрпа хупланă. Çуркунне хăва турачĕсене тÿррĕн лартмаççĕ, пачах çĕнĕлле, юшкăна чавса, тăрăхла май хураççĕ, тăпрапа хупламаççĕ. Кашни папкаран вара пĕрер хунав шăтса тухать. Вунă хăваран 50-60 папка çĕкленет вĕт. Кĕрччен вĕсем 1-1,5 метр ÿсеççĕ. Чăн-чăн кантăр пусси тейĕн? Çавăн пекех кашни çырмана люцерна акса симĕслентереççĕ.

1969 çулта колхоз правленийĕ ял çыннисенчен аш-какай комбинатне самăртса пама ĕнесем туянма тытăнать. Тепĕр çулхине икĕ ялти мĕн пур сыснана патшалăха сутать. Фермăсене хăвăрт юсанă та унта халăхран туяннă ĕнесемпе пăрусене самăртма тăратнă. Аркадий Павлович çавăн чухне хăйне айăпламаннинчен кайран та хытă тĕлĕнетчĕ.

1972 çулта «Ленинская искра» «Борец» хуçалăхпа, 1973 çулта вара «Правда» тата «Вперед» колхозсемпе пĕрлешет. Колхозра 14 ял пулнă, вĕсенче пине яхăн çын пурăннă. Ку хуçалăхсенче те «Ленинская искра» колхозри пек улшăнусем пулса иртеççĕ. Çырмасенче çатан пĕвесем пĕвелеççĕ. Кĕркунне вĕсем юшкăн айне пулса юлаççĕ. Мăчкаш, Чулак, Урпаш юхан шывĕсем икĕ-виçĕ çул хушшинче йывăçсем айне пулаççĕ.

Кĕскен колхоз çитĕнĕвĕсем çинчен те аса илтеретĕп. 1976-1980 çулсенче тĕш-тырă тухăçĕ гектартан 28 центнер, 1981-1985 çулсенче - 30, 1986 çулта 32, тепĕр çулхине 34 центнер пулнă. Колхозра хăмла тухăçĕ пысăк. 1986 çулта гектартан 20 центнер тухнă. 1981-1985 çулсенче кашни ĕнерен 3540 килограмм, 1987 çулта 4510 килограмм сунă. Колхозра çулталăкра 6 пин килограмм сĕт паракан 10 ытла ĕне пулнă...

Манăн «Ленинская искра» çĕрĕ çинчи чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен тĕнчи çинчен те калассăм килет.

1976 çулта хуçалăха Чулхула тăрăхĕнчен хир сыснисем кÿрсе килнĕ. Вĕсем валли ятарласа топинамбур плантацийĕ туса хатĕрленĕ. Ку - çак чĕрчунсем питĕ юратакан тымар çимĕç. Тепĕр пĕр-икĕ çултан Воронеж тăрăхĕнчен çичĕ пăлан илсе килеççĕ. Пăлансем валли те ятарласа 2,5 гектар çинче вырăн туса параççĕ. Ял çыннисем вĕсем валли милĕксем касса типĕтеççĕ. Унтан Свердловск облаçĕнчен - хăнтăрсем, Чĕмпĕр енчен - сăвăрсем килсе çитеççĕ. Аркадий Павлович сăвăрсене питĕ юрататчĕ. «Çын сăвăра алла илсен, вăл куççульне шăлса макăрать, çавăнпа ăна çынран пулнă теççĕ», - шÿтлетчĕ вăл.

Вăрмансенче кайăк кăвакалсемпе

мулкачсем валли те лăпкă зонăсем хатĕрленĕ. Чăннипех те çĕнелнĕ çĕр, ытарайми тавралăх. Тÿпере ылтăн хĕвелĕн ылтăн урапи хуллен чупать, тулă пусси çийĕн çил ачи пучахсем шутлать. Çÿлте - тăри юрри, сад пахчисенче - шăпчăк, ăçта пăхнă унта кайăк йăви, Шор улăхĕнче тĕкĕрлĕксем хуçаланаççĕ. Хурчăка та, тăмана та йышлă.

Аркадий Павлович тата хир ?вăрман% чăххисем çинчен хавхаланса каласа панăччĕ.

- Хир чăххисем пурăнакан вырăна тилĕсенчен хÿтĕлесе ятарласа шăлан йывăçĕсем лартса çаврăнтăмăр. Вĕсем - пирĕн туссем. Çĕр улми пуссинчи колорадо нăррисене веçех пĕтереççĕ.

Вăрман çумĕнче тĕкĕлтурасемпе сăпсасем йышлăччĕ. Колхозра пыл хурчĕсен 9 утарĕччĕ. Хуçалăхра уй-хирсенче çумкурăксене пачах тĕкĕнме чарăннăччĕ. «Кашни курăк хăй вырăнĕнче пулмалла», - ăнлантарнă Аркадий Павлович. 1979 çултан пуçласа хăмла пахчисенче им-çампа усă курма пăрахнă. Каярахпа уй-хире те удобрени сахал кăларнă. Ку çĕнĕлĕх ял хуçалăх ĕçченĕсене пурне те тĕлĕнтернĕ.

Тĕлĕнтермĕш эколог пулнă çав Аркадий Айдак. Колхозра пĕтĕмпе 61 пĕве пĕвеленĕ, 45 гектар вăрман, 217 гектар вăрман тăрăхĕ лартса ÿстернĕ. Унпа тĕл пулса калаçма çав тери ырăччĕ. Чăваш писателĕсемпе туслăччĕ. Тури Ачакра художество шкулĕ уçрĕ. Ялта чăваш шăпăрĕн сассине чĕртсе сарчĕ. Кăмăл уçă чухне Блок, Хусанкай, Ухсай сăввисене пĕр чарăнми калатчĕ. Ялти сăвăçа, паллă рационализатора Николай Сапожникова питĕ хисеплетчĕ...

«Тавралăх илемĕ - чи кирли» - Аркадий Айдакăн ылтăн сăмахĕсем.

Герман Желтухин.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.